Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ юлашки çулсенче пысăк йывăрлăхсем витĕр тухрĕ. Хуçалăхсем парăмсенчен хăтăлас тата ĕç укçине вăхăтра тÿлесе татас тĕллевпе мăйракаллă шултра выльăхпа пĕр шелсĕр сыв пуллашрĕç. Çак сăлтава пулах ĕнесен йышĕ те палăрмаллах чакрĕ. Вырăнтан пуçтаракан сĕт хакĕ йÿнĕ пулни вĕсене упраса хăварма хытах хистемерĕ курăнать. Çавна май чылай хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх фермисем пушанса юлчĕç, хыçран ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсем те арканчĕç.

Халĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру йĕркене кĕрсе пыни сисĕнет. Сĕт хакĕ ÿсрĕ, çак чĕр тавартан хуçалăх кассине кунсерен витĕмлĕ тупăш кĕрсе пырать. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕнĕ фермăсем хăпартма тата выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерсе пыма пуçларĕç.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн районти виççĕмĕш квартал кăтартăвĕсене илес пулсан, мăйракаллă шултра выльăх йышĕ ?иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан/ ÿсни палăрать. Енчен те пĕлтĕр 3752 пуç пулнă пулсан, кăçал 3761 пуçа çитнĕ. Ĕнесен йышĕ — пĕлтĕрхи шайрах. Сĕт хакĕ малашне те çакнашкал ÿсĕм диаграммипе пырас пулсан ку кăтарту тата та ÿсес шанăç пур.
Вунă уйăхра районта пĕтĕмпе 5685 тонна сĕт суса илнĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе пăхсан — ÿсĕм 103 процент. Пĕр ĕне пуçне 4294 килограмм сĕт сунă (ÿсĕм 4 процент). Никонов фермер хуçалăхĕнче çак кăтарту 6013 килогрампа танлашнă, Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнаш ферминче 6 пин килограма яхăн сĕт сунă. Макаров хресчен-фермер хуçалăхĕнче сăвăм виçи тăватă пин çурă ытла килограма çитнĕ.
Макаровсем выльăх-чĕрлĕхпе нумайранпа ĕçлемеççĕ пулин те çак отрасльте курăмлă çитĕнÿсем тăваççĕ. Вĕсен ферми Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче вырнаçнă, ăна юхăннă «Заря» хуçалăхăн никĕсĕ çинче йĕркелесе янă. Пуçаруллă ентешсем 2017 çулта çемье фермине аталантарассипе йĕркеленĕ патшалăх программине хутшăнса 10 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Асăннă сумма çумне хăйсен укçи-тенкине (40 процент) хушса 200 пуç вырнаçмалăх ĕне фермине йĕркене кĕртме тытăннă.
2018 çулхи раштав уйăхĕнче фермăра выльăх-чĕрлĕх сасси илтĕнме пуçланă. Пушмак пăрусен пĕрремĕш йышне Семенов фермер патĕнчен кÿрсе килнĕ пулнă. Çуркунне йыш Киров облаçĕнчен илсе килнĕ ăратлă пушмак пăрусемпе хушăннă.

Хальхи вăхăтра фермăра 98 ĕне сăваççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 204 пуçа çитнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 60 пуç вырнаçмалăх пăру вити хута яма палăртаççĕ. Пăрусене хăтлă витене куçарнă хыççăн ĕнесен йышне 200 пуçа çитерес тĕллевлĕ.
Выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл каçарма Макаровсем 200 тонна утă хатĕрленĕ, 1000 тонна сенаж хывнă, 110 тонна фураж пăхса хăварнă, 60 тонна улăм пуçтарнă. Пĕр условнăй выльăх пуçне тивекен апат единици 30,1 центнерпа танлашать. Районти вăтам çак кăтарту, сăмах май, 28,3 центнер.
Макаровсем 750 гектар çĕрпе ĕçлеççĕ, вăл шутран нумай çул ÿсекен курăксем 73 гектар йышăнаççĕ. Çакнашкал ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыракан хуçалăхсем районта тата та пур. Вĕсен выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи аталану çулĕпе çитес кăларăмсенче паллаштарăпăр.

Артемий МЯСНИКОВ
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *