Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ватти те, вĕтти те – туберкулезпа кĕрешер!

Ватти те, вĕтти те – туберкулезпа кĕрешер!

«Шурă чечек» уйăхлăх малалла пырать. Ăна çулсерен халăх сывлăхне упраса хăварас тата туберкулез чирĕнчен асăрхаттарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Уйăхлăх пынă тапхăрта шкулсенче, ял халăхĕ хушшинче медицина ĕçченĕсем тĕрлĕрен калаçусем ирттереççĕ. Çавăн пекех флюорографи тухма, ачасене туберкулинодиагностика тума тата бактериологи лабораторийĕнче тĕрĕслеттермешкĕн уçă алăксен кунĕсем йĕркелеççĕ. Тухтăрсем çынсене район больницинче шăматкун та йышăнаççĕ.

Мĕнпе хăрушă-ха туберкулез? Çак чир мĕн авалтан пыракан, ерекен, çынна вăрттăн кăшласа сывлăхне пĕтерекен хăрушă тăшман. Унăн бактерийĕсем никама та шеллемеççĕ: ватти-вĕттине те, пуянни-чухăннине те. Анчах ытларах чухне вăл хайĕн сывлăхне упрама пĕлмен, санитари гигиенине пăхăнман, эрехпе, пируспа туслă çынсемшĕн пысăк хăрушлăх пулса тăрать.

Туберкулез бактерийĕсем чирлĕ çыннăн организмĕнче ĕрчеме пултарнипе пĕрлех тулашри тавралăхра та нумай пурăнма пултараççĕ. Çак «патаксем» нимрен те хăрамаççĕ, типĕтсен те, вĕретсен те пĕтмеççĕ, спирт, кислота, сĕлтĕ те парăнтараймасть вĕсене.

Çут çанталăкра бактерисем çулталăкран та ытларах пурăнма пултараççĕ: диван-кравать, кĕнеке-тетрадь, савăт-сапа, кавир-палас, сĕтел-пукан, ал шăлли тусанĕсенче темиçешер уйăх пурăнаççĕ. Чирлĕ выльăх сĕтĕнчен тунă юр-варта туберкулез бактерийĕсем 10 уйăхран та ытларах пурăнма пултараççĕ. Вĕсемшĕн хĕвел çутипе ультрафиолетăн пайăркисем çеç хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Туберкулезпа кашниех чирлеме пултарать. Ытларах чухне туберкулезлă çын чире сараканĕ пулса тăрать. Бактерисем сывлăшпа 95 процент таранах сарăлаççĕ.

Чир аталанăвĕпе тата туберкулеза хирĕç кĕрешесси:

организма мĕн чухлĕ бактери лекни;

бактерин вăй-хăвачĕ;

организмăн иммунологи вăйĕ.
Туберкулезпа чирлеме пултарасси:

пахалăхсăр апат-çимĕç;

пирус туртни;

эрех-сăрапа иртĕхни;

наркотиксемпе аташни;

ВИЧ: СПИДпа чирлени;

вăраха кайнă чирсем;

ÿпке чирĕсем, сахăр чирĕ;

вар-хырăм чирĕсем;

тирпейсĕрлĕх;

социаллă пулăшу илеймен çынсем тата ыттисем.

Паян эпир çак йывăр чире малтанхи тапхăртах тупса палăртма, унтан тĕрĕс-тĕкел сыватма пултаратпăр. Анчах ăнăçу, паллах, çынран хăйĕнчен нумай килет.


Уйăхлăх вăхăтĕнче çулленех тĕрлĕ темăпа мероприятисем ирттеретпĕр: шкул ачисем, ял çыннисем, ĕç коллективĕсем хушшинче туберкулез чирĕ çинчен ăнлантару сехечĕсем, «çавра сĕтелсем», лекцисем, видеороликсем йĕркелетпĕр.


Шкулсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче çак темăпа сывлăх кĕтесĕсем уçатпăр, сочиненисен, санбюллетенсен, тематикăлла диктантсен, ÿкерчĕксемпе буклетсен конкурсĕсене йĕркелетпĕр. Çак тапхăртах «Сывлăх шкулĕсен» ĕçĕсене вăйлатни аван пулмалла.


Пирĕн умра тăракан чи пĕрремĕш тĕллев икĕ е ытларах çул флюорографи тухман çынсен сывлăхне тĕрĕслесси. Юлашки çулсенче ку тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Çак чирпе чирлекенсен йышĕ сахалланчĕ пулсан та йывăр чирленĕ пулăмсем пулкалаççĕ-ха.


Туберкулезпа чирлекенсен йышĕ кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан самаях пысăкланчĕ. Вĕсем хушшинче вилекенсен шучĕ те темиçе хут ÿсрĕ. Ку сарăмсăр инкексем уйрăмах Вăрăмпуç, Çĕнĕ Ахпÿрт, Янкăлч, Энтрияль, Çеçпĕл, Вăрманкас, Ухман ялĕсенче пулса иртрĕç.


Çав вăхăтрах сыватма йывăр, шала кайнă туберкулез чирĕсем Юмансар, Аслă Мами, Тăрăн, юлашки çулта Шăхасан ялĕсенче уйрăмах сарăлчĕç. Ку ялсенче çынсем вара медицина пулăшăвне илме васкамаççĕ. Сыв-лăхĕсем хавшанă пулсан та, вĕсем хăйсене чирлĕ тесе шутламаççĕ. Вĕсем хушшинче ытларах вăтам çулсенчисем, пирус туртма юратакансем, эрех-сăрапа иртĕхекенсем тупăнаççĕ. Иртнĕ çулта вара, анализсен кăтартăвĕ тăрăх, Вич-Спидпа чирлекенсем хушшинче туберкулез ытларах сарăлчĕ.


Çак хушăра пирĕн районта куçса çÿрекен флюорографи установки ĕçлет, вăл ялран яла çÿрет. Пирĕн тĕп тĕллев – кашни çынна çак установка витĕр кăларса ÿпке чирĕсене вăхăтра тупса сыватасси.
Халĕ çапла каласан та юрать пулĕ: флюорографи установки ялсем тăрăх çÿрет пулсан та, нумайăшĕ хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттересшĕн мар, час-часах тарса пытанма тăрăшаççĕ. Тĕлĕнмелле – ку вĕт пирĕн сывлăх!


Пирĕн районта иртнĕ çулта халăх 96,5 процент рентген флюорографи витĕр тухрĕ. Вăрман Енĕш ялĕнче – 88 процент, Асхвара – 88,5 процент тухрĕç. Шăхаль ялĕнче вара кашни çулах ку цифра 100 процентпа танлашать. Çак фельдшертан пурин те тĕслĕх илмелле. Чăнах та, Римма Алексеева чунне парса ĕçлени курăнать.


Малтанхи çулсенче коронавирус алхаснă пирки, халăх туберкулез чирĕ çинчен мансах кайрĕ темелле. Медицина пулăшăвне илме васкаман тĕслĕхсем пулкалаççĕ. Васкавлă пулăшăва та хăйсем çав тери йывăрланса çитсен кăна чĕнеççĕ. Пĕр çĕрте пурăнса, тепĕр çĕрте пропискăра тăни те тухтăрсене медицина пулăшăвне пама пысăк чăрмав кÿрет.


Туберкулезпа чирлес хăрушлăха хамăртан сиресчĕ, вăхăтра хамăр сывлăха флюорографи витĕр тухса тĕрĕслеттересчĕ. Тупăннă хăрушă чире вăраха ярас марччĕ, вăхăтра сипленме тухтăрсем патне йĕркеллĕ çӳресчĕ. Сывлăх хамăршăн пулнине манас марччĕ!


Лидия МИТРОФАНОВА,
фтизиатр

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *