Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шелттемсем ĕç йĕркине пысăк ăсталăхпа туса пыраççĕ

Шелттемсем ĕç йĕркине пысăк ăсталăхпа туса пыраççĕ

Чăваш Ен аграрийĕсем çур акине вĕçлесе пыраççĕ. Республикăн кăнтăр енчи хăш-пĕр округра çурхи ĕçсен планне туллин пурнăçланă та ĕнтĕ, çак йыша канашсем те кĕнĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕнче регион ертÿçи Олег Николаев республика уйĕсемпе вырăна тухса паллашрĕ, ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи «Пионер» агрофирмăна тата ял хуçалăх продукцине тирпейлекен «Мелилотус» кооператива та çитсе курчĕ.

Олег Алексеевич чи малтанах кĕрхи ыраш тата çурхи вика уйĕсене хак пачĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен пĕр тикĕс шăтса тухнă калчисемпе кăмăллă юлнине, кĕркунне пысăк тухăç илес шанăç пуррине каларĕ.

Унтан республика Пуçлăхĕ хуçалăх утарĕнче пулчĕ, хурт-хăмăр ăстисем Олег Алексеевича пыл отраслĕн вăрттăнлăхĕсем çинчен каласа кăтартрĕç. Кооперативăн производство цехĕсенче çут çанталăкран илнĕ усăллă çимĕçе савăтсене тултаракан, пылран квас тата ытти тĕрлĕ пылак продукци туса кăларакан линисемпе паллаштарчĕç. Унтах чей производстви те ĕçлет, ăна шелттемсем нумаях пулмасть хута янă.

Олег Николаев цехра тăрăшакансемпе тĕлпулу та йĕркелерĕ, ял халăхне кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *