Пятница, 28 января, 2022
Главная > Публикации > Мĕнле пуян чăваш тĕрри!

Мĕнле пуян чăваш тĕрри!

2020 çулта Чăваш Республикин наци уявĕсен календарĕнче çĕнĕ дата — ноябрĕн 26-мĕшĕ — Чăваш тĕррин кунĕ çуралчĕ. Уява республика Пуçлăхĕн Указĕпе чăваш культурин тĕлĕнмелле пуян эткерлĕхне упраса хăварас тĕллевпе çирĕплетнĕ.

Уçырмари «Хĕвел» ача садĕнче Чăваш тĕррин кунне иккĕмĕш çул ĕнтĕ анлăн уявлаççĕ. Вăл район шайĕнче иртет. Таврари ял тăрăхĕсенчи ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсем ĕçтешĕсен опычĕ-пе паллашма пухăнаççĕ кунта. Садик заведующийĕ Роза Малина палăртнă тăрăх, «Хĕвел» ача сачĕ этнокультурăна аталантарас енĕпе ятарлă программăпа ĕçлет. Ахальтен мар ĕнтĕ шкулчченхи çак вĕрентÿ учрежденийĕ «Чăваш Енри 2021 çулхи чи лайăх ача сачĕ» республика конкурсĕнче «Ачасене этнокультура енĕпе аталантарасси» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă.
Чăваш тĕррин кунĕнче Алина Васильевăпа Надежда Андреева воспитательсем уçă занятисем ирттерчĕç. Алина Витальевна вăтам ÿсĕмри шăпăрлансене чăваш тĕрринчи тĕссемпе, эрешсен пайĕсемпе паллаштарчĕ. Чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăннă ачасем воспитателĕн кашни сăмахне куçран пăхса итлеççĕ, эрешсен пĕлтерĕшĕсем çинчен ăнлантарнине çав тери кăсăкланса тимлеççĕ, ыйту çине ыйту параççĕ. Унтан кашнийĕ хут çине ÿкернĕ тумтир пайĕсене сăрăпа сăрласа капăрлатрĕ. «Хĕрлĕ тĕс питĕ нумай, мĕне пĕлтерет вăл; Ку сарă тĕс, ку — хĕвел», — тет пĕри те тепри.
Надежда Николаевна аслă ушкăнри ачасемпе «Чăваш тĕррин пÿлмекĕнче» вăйă картине тăчĕ, пĕчĕкскерсене асанне арчинче упранакан тупрапа: чăваш çыннин тумтирĕсемпе, тĕрĕллĕ ал шăллисемпе, ытти капăрлăхпа паллаштарчĕ. Ачасене кăна мар, хама та шутсăр интереслĕ пулчĕ çак занятисенче.
Светлана Георгиева воспитатель чăвашăн капăрлăх хатĕрĕсене тума ăста. Вĕтĕ шăрçаран мăй çакки, ум çакки тата тем те пĕр ăсталать вăл. Япалисем, чăнах та, питĕ илемлĕ.
— Хамăрăн тăван культурăна ачасенче упраса хăварасси, вĕсене чăвашла калаçма вĕрентесси — пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăраççĕ, — тет Роза Алексеевна. — Ачасен тавра курăмне аталантарас тесе воспитательсем хăйсен ушкăнĕсенче пĕчĕк музейсем тунă. Чăваш орнаменчĕсемпе математика занятийĕсенче усă кураççĕ, мĕншĕн тесен тĕрĕре шутлавсăр ниепле те май килмест.
«Хĕвел» садикра ачасенче чăвашлăх туйăмне мĕн пĕчĕкрен аталантарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code