Çанталăк кăмăлĕ питех те вылянчăк. Ăнсăртран кĕмсĕрт тенĕ евĕр хĕл кунĕсенче те çумăр чашлаттарса çума пултарать. Ку пулăм çул-йĕр условийĕсене япăхлатнипе пĕрлех ял хуçалăхне те пысăк чăрмав кÿрет. Кун пек чухне кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксен анисем шар кураççĕ.
Сăлтавне ăнкарса илтĕр пулĕ. Çумăр шăннă çĕр çине çунă май пăрланса пырать. Çак синкерлĕ сий хулăнăшĕ пысăк тата вăл анасем çинче вăрах вăхăт ирĕлмесĕр выртас пулсан килес çулхи тухăç никĕсĕ палăрмаллах чакма е çуррине яхăн пĕтме пултарать. Ара, ÿсен-тăран та сывлать вĕт, пăр сийĕ кислород çулне пÿлет, йÿçек газĕсене çĕр çумĕнчен кăларса ярассине чăрмав кÿрет. Телее, хальхи вăхăтра калча «çывăрать», сывлăшпа «кăкăр тулли» сывламасть тейĕпĕр. Апла пулин те ял хуçалăх ĕçченĕсенчен пулăшу кĕтет.
Пăрлă çумăрсем çуса иртнĕ хыççăн районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов, Раççейри ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕ Любовь Алексеева «Канмаш» агрофирмăн уйĕсене çитсе çаврăнчĕç. Хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Валерий Лапшин районтан килнĕ комиссие Катек енчи кĕрхи калчасен анисене кăтартрĕ. Калчасем пăр сийĕпе витĕннĕ пулин те хăйсен ешĕл сăнне çухатман, анчах та çитес вăхăтра уйсем çакнашкал пăрлă сийрен тасалма е кăпăшка юрпа витĕнме ĕлкĕреймесен пулăшу ĕçне пуçăнма тиветех.
Районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăхĕнче çакнашкал чăрмавлă лару-тăру час-часах пулать. Кун пек чухне вырăна тухса паллашнă хыççăн кĕрхи культурăсен анисем çине ятарлă катоксем кĕртсе пăр сийне çĕмĕрме е удобрени (амселитра е мочевина) хывса ирĕлтерме йышăну тăваççĕ.
Кĕрхи культурăсене районта кăçал 6100 гектар çинче акса хăварнă (планăн 103 проценчĕ). Вăл шутран кĕрхи ыраш 500 гектар, кĕрхи тулă 5600 гектар йышăнаççĕ. Çут çанталăкăн чăрмавлă условийĕсене шута илсе хуçалăхсен ертÿçисем кĕрхисене сыхласа хăварассипе тивĕçлĕ йышăну тăвасса шанатпăр.
«Канмашсем», сăмахран, уя йĕплĕ каток кăларнă та ĕнтĕ.