Понедельник, 2 декабря, 2024
Главная > Публикации > Çĕршыва хÿтĕлесси — пысăк чыс

Çĕршыва хÿтĕлесси — пысăк чыс

Хальхи вăхăтра салтака каяс ĕмĕт-тĕллевлĕ яш-кĕрĕм йышĕ пысăк, вĕсем çар сумне лайăх ăнланаççĕ. Çар службинче пулнă каччăпа салтак атти тăхăнман яша танлаштарма йывăртарах – палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ.

Çакна палăртма кăмăллă: Раççей Федерацийĕн Федераци хÿтĕлевĕн Мускав Кремлĕн комендатурин Президент полкĕнче хĕсметре тăма суйласа илнĕ чă-ваш çамрăкĕсен йышĕ пĕчĕк мар, 200 ытла каччă çакăнта службăра тăнă.
Кăçал та Канаш тăрăхĕнчен икĕ çамрăк Президент полкне кайма тивĕçнĕ. Вĕсем — Аслă Мами ялĕнче çуралса ÿснĕ Герман Шанков тата Канаш хулинчи Минсур Афанасьев. Герман ялти шкул хыççăн шупашкарти пĕр техникумра пожарнăй профессине алла илнĕ. Çаврăнăçуллă, анлă тавра курăмлă, спортри çитĕнĕвĕсем курăмлă. Минсур та тĕреклĕ хул-çурăмлă яш, хăйне халех салтакри пек çирĕп тытать. Канаш хулинче çуралса ÿснĕ тепĕр икĕ ача, Руслан Кобецпа Алексей Андреев, салтак службине Раççей Федерацийĕн Наци гвардийĕнче ирттерĕç.
Призывниксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсен умне Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Наталья Суркова, Канаш хулин, Канаш тата тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов тухса калаçрĕç.
— Салтакри вăхăт кашни арçыннăн пурнăçĕнчех питĕ паллă, нихçан манăçми вырăн йышăнать. Шăпах çарта пулни сире çĕнĕ çулсем уçса парать: контрактпа хĕсметре тăма, аслă çар вĕренÿ заведенийĕсене кĕме. Салтак пулни арçыннăн кăмăлне, характерне çирĕплетет, харпăр хăй тĕллĕн пурăнма, яваплă пулма хăнăхтарать. Çарта эсир нумай çĕннине пĕлетĕр, Тăван çĕршыва, çемьене сыхлама вĕренĕр. Çакна асра тытăр: арçыншăн чи сумли — Раççей Çарĕнче тăни, çĕршыва сыхлани, — терĕ Юрий Барышов военком.
— Ку таранччен Президент полкĕнче чăвашсем нумаййăн пулчĕç. Вĕсем пурте вăйлă, хăюллă, çирĕп, пурнăçри тĕрлĕ йывăр ыйтăва татса пама пултараççĕ. Эпĕ хам 2008-2009 çулсенче Президент полкĕнче хĕсметре тăтăм. Паян кун та çав вăхăтсене ăшшăн аса илетĕп. Сире, çамрăксем, пурне те ăнăçу пултăр, киле сывлăхлă таврăнăр, _ ырă сунчĕ призывниксене Раççей Федерацийĕн Федераци хуралĕн службинче пулнă Руслан Ахметшин.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *