Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ÿнерçĕн çуралнă кунне паллă турĕç

Ÿнерçĕн çуралнă кунне паллă турĕç

Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕ — А.И. Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕшĕн паллă кун. Шăпах çак кун 1932 çулхи хĕлле чăвашсен пултаруллă ÿнерçи Анатолий Иванович Миттов кун çути курнă.


Пурăннă пулсан кăçал пирĕн паллă ентешĕмĕр 89 çул тултарнă пулĕччĕ. Анатолий Миттовăн çуралнă кунне халалласа тунтикун шкулта мероприяти иртрĕ. Уява Шупашкартан та хăнасем килсе çитрĕç: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн ертсе пыракан сотрудникĕ Антонина Мордвинова, Геннадий Иванов искусствовед, Чăваш наци музейĕн тĕп художникĕ Олег Улангин.
Хăнасем пушă алăпа килмен, вĕсем шкул библиотекине кĕнекесем парнелерĕç. Унтан Анатолий Миттовăн шкулти музейне кĕрсе курчĕç. Ÿнерçĕн студент çулĕсенчи ĕçĕсене курма май килни Шупашкартан килнĕ делегацишĕн чăн-чăн парне пулчĕ. Çак картинăсем шкул харпăрлăхĕ шутланаççĕ.
Виççĕмĕш класс ертÿçи Надежда Вазинге «Эпир А.И. Миттов йăхĕнчен» уçă урок йĕркелерĕ. Унăн тĕллевĕ _ ачасене пултаруллă ентешĕмĕрĕн ырă тĕслĕхĕ çинче вĕрентсе çын тăвасси.
Мероприятире тĕп хуларан килнĕ хăнасем те тухса калаçрĕç, вĕсем Анатолий Иванович хăй çуралса ÿснĕ тăван тăрăха, чĕлхене чун- чĕререн юратнине, чăваш наци искусствине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнине палăртса хăварчĕç.
Надежда Вазинге мероприятие вĕçленĕ май эпир пурте чăваш йăхĕнчен тухнине, ентешĕмĕртен тĕслĕх илсе ăна тивĕçлĕ пулмаллине каларĕ.

Сиккасси шкулĕн вĕрентекенĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *