Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Сергей Михайлова шаннă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Сергей Михайлова шаннă

Эрнекун, нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче, район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, унăн ĕçне район пуçлăхĕ Сергей Шерне йĕркелесе пынă.


Пуху район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне ларма ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнипе тата асăннă конкурса хутшăннă кандидатсен хушшинче контрактпа администрацин пуçлăхне суйлас ыйтупа уçăлнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне ларма ирттернĕ конкурс комиссийĕн йышăнăвне унăн председателĕ, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин уçăмлатнă, унтан сасăлава икĕ кандидатура тăратнă.
Район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Сергей Михайлова шаннă. Сергей Николаевич хăйне пысăк та яваплă ĕç шанса панăшăн тав тунă, халăх шанăçне тÿрре кăларас тесе хăйĕнчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тума сăмах панă, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, райадминистраци ĕçлевçисемпе тата ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлессе шаннине пĕлтернĕ.
Кун йĕркипе килĕшÿллĕн район пуçлăхĕ Сергей Шерне пухура депутатсен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. Депутатсем çавăн пекех В. Максимова — «Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» уйрăмлăх паллипе, О. Микушинăна — «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», В. Макарова — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ятсене парассине пăхса тухнă.

Ирина МАШКИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code