Главная > Публикации > Чăваш Енри литература çул çÿревĕ

Чăваш Енри литература çул çÿревĕ

Чăваш наци вулавăшĕ республикăри Паллă çынсен çулталăкне тĕпе хурса культурăпа искусство ĕçченĕсем çинчен «Чăваш Енри литература çул çÿревĕ» тĕллевлĕ проекта пурнăçласа пырать.

Нумаях пулмасть Йĕпреç районĕнчи Пысăк упакасси вулавăшĕн ĕçченĕсем Канаш хулинчи тĕп биб- лиотекăра хăйсен ентешĕ çинчен туса хатĕрленĕ «Элкер çĕршывĕ» ĕçпе паллаштарчĕç. Канашсем вара Йĕпреç тăрăхĕнчи ĕçтешĕсене «Улах таврашĕ» уявпа тĕлĕнтерчĕç.

Хĕрлĕ Чутай библиотекарĕсем Етĕрнене çитсе килчĕç, чăвашсен поэчĕ Петĕр Ялкир 100 çул тултарнине халалласа «Юрлакан поэт» литературăпа тата юрă композицийĕпе савăнтарчĕç.

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче пирĕн районти вулавăш ĕçченĕсем Шăхасанти çĕнетнĕ кĕнеке керменĕн- че Валентина Элпине халалланă «Ăраскал явăçтарнă талант» литература композицийĕ кăтартрĕç.

Валентина Андреевна Элпи — СССР Писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл Кивĕ Пуянкасси ялĕнче ÿссе çунатланнă. Куславкка район хаçатĕнче, «Хыпар» хаçат-ра тата чăваш радиора ĕçленĕ.

Вăл 20 ытла кĕнеке авторĕ. Пирĕн вулавăшсенче вăл хайланă «Малтанхи савни», «Юратнă мăшăрсăр», «Пулас кинсем», «Качча кайсан», «Пепке çуралсан» кĕнекисем упранаççĕ. Валентина Элпи пирĕн тăрăхри Лидия Саринепе çывăх туслă пулнине илтме уйрăмах кăмăллă пулчĕ.

Сăмах май, Элпи псевдонима вăл Петĕр Хусанкайпа Илпек Микулайĕ сĕннипе илнĕ. Тăвай тăрăхĕн-че Эль юхан шыв юхса иртет, вăл пике тенине пĕлтерет.

Хăйĕн пурнăçĕнчи чи йывăр та чи савăнăçлă самантсене аса илсе Валентина Андреевна çапла каланă: «Вăрçă вăхăтне тÿссе ирттернĕ, кĕнекесем тухнăшăн савăннă. Вăл пирĕн ĕçе кăтартать-çке. Каçхине, кăнтăрла, канмалли кунсенче кăмăл туртнипе çырнă вĕсене. Ĕçе халăх йышăннă».

Унран вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши тесе ыйтсан çапла хуравланă: «Çынпа пĕрре те вăрçса курман, кÿршĕсемпе те урлă пулман. Ĕçре кирек кампа та кăмăллăн хутшăннă».

Хастар вулавăш ĕçченĕсем паллă çыравçа сума суса электронлă презентаци, сценка сыпăкĕсем ха-тĕрленĕ пулнă. Уяв, пирĕн шухăшпа, ырă йĕр хăварчĕ, унăн хайлавĕсемпе тата та тĕплĕнрех паллашас кăмăл çуралчĕ.

Тăвай районĕнчи вулавăш ĕçченĕсене килсе курнăшăн пысăк тав, пирĕн те вĕсем патне çитсе килес туртăм пур.

Юрий НИКИТИН, общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *