Главная > Публикации > Шупашкартан çĕнтерÿçĕ дипломĕпе таврăнтăмăр

Шупашкартан çĕнтерÿçĕ дипломĕпе таврăнтăмăр

Тĕлĕнмелле кăсăклă вăхăтра пурăнатпăр. Пĕр-пĕрне нихăçан курман тата пĕлмен çынсемпе Интернет уçлăхĕнче чуна уçса калаçатпăр. Вĕсемпе май тупса куçа-куçăн тĕл пулма ĕмĕтленетпĕр. Чăнласах та çынни хăй хамăрпа хутшăнсан юрĕччĕ-ха, суя ятпа страница уçса унта вăхăта ирттерекенсем те сахал мар вĕт…

Район йĕркелекен уявсенче ку таранччен курнăçман çынсемпе те çывăх тăванпа тĕл пулнăн ăшшăн калаçса илме пулать. Район юбилейне халалланă мероприяти пуçланиччен Валентина Ильинична Зубова-Михайловаран интервью илме тÿр килчĕ.

Вăл Ачча тăрăхĕнчен, общество ĕçĕнче хастар. Утмăл çул каялла Уçырма ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

— Кун пек каласан та тĕрĕс-ха, анчах та çав çулсенче Уçырмари сакăр çул вĕренмелли пĕлÿ çурчĕ Шаккăлти вăтам шкулăн филиалĕ шутланатчĕ. Кайран, эпир вĕренсе тухса кайсан, вăл вăтам шкул статусне илчĕ. Эпĕ Михайловсен туслă çемйинче çуралса ÿснĕ. Атте — Илья Михайлович, «Канашский» совхозра платник тата электрик пулса ĕçленĕ. Анне — Ефросиния Тихоновна хуçалăхри пĕрремĕш уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. Халĕ вĕсем пирĕнпе çук. Анне çĕр çинче 74 çул пурăнчĕ, атте — 82. Вĕсем пурăннă чухне хамăра та ачасем пекех туяттăмăр.

— Миçе пĕр тăван çитĕннĕ вара эсир?

— Эпир çемьере тăваттăн ÿснĕ. Эпĕ асли, ман хыççăн çĕр çине Владимир килнĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне техникăпа çыхăнтарнă. Алексей те Уçырмарах тĕпленнĕ. Ирина çĕвĕç пулса ĕçленĕ, çăкăр пĕçернĕ. Валентина шкултан вĕренсе тухсан пĕр хушă ялти вулавăшра тăрăшнă.

— Çав çулсене мĕнлерех аса илетĕр?

— Вăл вăхăтсене ырăпа çеç аса илетĕп, — хавхаланса, çуталса кайрĕ Валентина Ильинична. — Тăван хуçалăхра вăй хуракансем патне хаçат-журнал тата кĕнеке илсе çÿренĕ, агитбригада ушкăнĕпе кон- цертсем лартса панă. Ялти клубра Иван Кузьмин ĕçлетчĕ. Вăл куракансене хăй çырнă хайлавсемпе тĕлĕнтерме юрататчĕ, унăн спектаклĕсене кашниех ырласа йышăнатчĕ. Эпĕ шаннă рольсене чăн-чăн артист пек выляма тăрăшаттăм. Таврари ялсене те тăтăшах тухса çÿренĕ.

Районти культура пайне ертсе пынă Мария Никитична тăрăшнипе Шупашкар хулинче иртнĕ конкурса хутшăнтăмăр, унтан пĕрремĕш вырăнпа тата çĕнтерÿçĕ дипломĕпе таврăнтăмăр. Çав вăрçă темипе çырнă спектакльпе пирĕн Чулхулана каймаллаччĕ, анчах та тĕрлĕ сăлтава пула çитсе килме тÿр килмерĕ. Манăн вара питĕ каяс килетчĕ, çавăншăн халĕ те пăшăрханатăп…

— Пурнăç çулĕ малалла ăçта илсе çитернĕ сире?

— Манăн аннен йăмăкĕ милици следователĕ пулса ĕçленĕ, вăл сĕннипе Канаш хулинчи шалти ĕçсен пайне секретарь-машинистка пулса вырнаçрăм. Хут ĕçĕпе çирĕм çул ытла тимлерĕм, унтан вунă çула яхăн паспорт паракан уйрăмра тăрăшрăм. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçрĕм.

— Валентина Ильинична, эсир спортпа та туслă пулĕ-ха?

— Спорт — вăл пирĕн сывлăх çăл куçĕ. Эпĕ хăвăрт чупма уйрăмах кăмăллатăп. Йĕлтĕрпе ярăнатăп, шашка-шахмат вăййине вылятăп. Тĕл перессипе йĕркелекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнатăп. Манăн мăшăр, Виктор Петрович, вăтăр çула яхăн милици уйрăмĕнче ĕçленĕ. Вăл çак ĕçе Прибалтика тăрăхĕнче хĕсметре тăнă хыççăн çар комиссариачĕ сĕннипе пуçăннă. Вăл Йĕпреç тăрăхĕнчен, эпир халĕ унта пурăнатпăр. Ывăл, Женя, Çĕнĕ Шупашкарта тĕп-леннĕ. Стефания мăнукăм — пирĕншĕн чун уççи.

Юрий НИКИТИН,
общество корреспонденчĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *