Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Виççĕмĕш квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Виççĕмĕш квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр шав малалла шăвать. Акă, юпа уйăхĕ те вĕçленет. Ку тапхăрта тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси йăлара. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрупа паллашар-ха.

Районта тăхăр уйăхра пĕтĕмпе чĕрĕ виçепе 1484,4 т аш-какай сутнă (иртнĕ çулхи çак тапхăртипе пĕрешкелех). Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру çăмăл мар, апла пулин те выльăх йышне чакармасăр ытти çулхинчен ытларах аш-какай туса илекенсем те пур районта: «Урюм», «Исток», Киров ячĕллĕ хуçалăхсем, Макаров, Крылова, Семенов, Леонтьев фермер хуçалăхĕсем. Тăхăр уйăхра пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинчен ытларах пайĕ — мăйракаллă шултра выльăх ашĕ.

Пĕтĕмпе 18337,9 тонна сĕт суса илнĕ (пĕлтĕрхи шайрах). Пĕлтĕрхи çак тапхăра илсен районта сăвăм шайне ÿстернĕ хуçалăхсем те пур, вĕсене асăнса хăварни ытлашши пулмĕ: «Исток» пĕрлĕх тата Арсентьев, Григорьев, Никонов, Николаев, Макаров, Герасимов фермер хуçалăхĕсем.

Тăхăр уйăхра районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 3952 килограмм сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхи шайрах). Чи пысăк кăтарту Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче, унта кашни ĕне пуçне 5406 кг сĕт сунă, Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри сĕт-çу ферминче — 5050 кг, Макаров фермер — 4245 кг. Хальхи вăхăтра сĕт рынокĕнче лару-тăру йĕркеленсе пыни сисĕнет, сĕте вăтам хакпа туянаççĕ. Выльăх апачĕ çите- лĕклĕ хатĕрлесе хăварнă, çавăнпа та сăвакан ĕнесен йышне чакарса лартма васкамалла мар. Сĕт сутса кирек хăçан та хавшанă хуçалăх экономикине йĕркене кĕртме пулать.

Усă куракан çĕр лаптăкĕсен 100 га пуçне 439,8 ц сĕт суса илнĕ тата 28,1 ц аш-какай туса илнĕ. Киров ячĕллĕ кооперативăн аш-какай туса илессипе кăтарту районта чи пысăкки. Сĕт суса илессипе те малти вырăна Киров ячĕллĕ ЯХПКра тăрăшакансемех йышăнаççĕ.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 1323 ĕне шутланнă. Фермер хуçалăхĕсем ĕнесен йышне ÿстерме пуçларĕç, вĕсем Киров ячĕллĕ ЯХПКран ырă тĕслĕх илме пултараççĕ.

Районта Волынкин хресчен-фермер хуçалăхĕ сурăх ĕрчетессипе тимлет, вĕсен йышĕ 350 пуçа çитнĕ.

Халĕ пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕри — выльăхсене хĕл кунĕсенче тытмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрленсе çитесси. Витесене юсаса йĕркене кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Ку енĕпе «Путь Ленина» тата Киров ячĕллĕ ЯХПКра уйрăмах пысăк ĕç туса ирттернĕ. Çавăн пекех фермерсем те айккинче юлман. Витесене дезинфекциленĕ, шуратнă. Выльăхсене хĕллехи тапхăра куçарсан кашнин умĕнчех шыв çителĕклĕ пулмалла. Çав вăхăтрах тăварпа пурă пирки те манмалла мар. Апат рационĕ чухăн тата унта витаминсем сахал пулнăран выльăх-чĕрлĕх продукцине чылай чухне кирлĕ шайра илейместпĕр.

Сергей ВАСИЛЬЕВ, тĕп эксперт специалисчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *