Ял халăхĕ ĕçре хастар пулнине кашниех пĕлет. Çу каçипе çĕр çинче вăй хурать, кану кунне пĕлмесĕр выльăх-чĕрлĕхпе тăрмашать тата ытти те. Çав вăхăтрах тĕн йĕркине тытса пырассине, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталанассине тата чунпа таса пулассине те айккинче хăвармасть.
Вăрттăнлăх мар, тĕне кĕнĕ кашни çын чиркÿре паллă тăвакан пур уява та паллă тăвассине çирĕп пăхăнса пыраймасть, апла пулин те Кăшарнине пур пĕр сиктерсе хăварас çук. Çакна шута илсе шыва кĕмелли вырăнсене районсемпе хуласен муниципалитет влаçĕ шайĕнчех çирĕплетеççĕ.
Ку мера чи малтан хăрушсăрлăхпа çыхăннă, мĕншĕн тесен Кăшарни уявĕ хĕл варринче килет. Çак тапхăрта çулсерен кăчăр сивĕсем тăраççĕ. Пур ялта та купельсем çук вĕт, çавăнпа чылайăшĕ уçă тÿпе айĕнчи кÿлĕсемпе пĕвесенче каснă вакка чăмса тухать.
Кăрлачăн 18-мĕшĕнче çĕрле пăр касса тунă ваксем патĕнче яланах çăлавçăсемпе медиксем дежурство тăраççĕ. Уяв каçĕ çывхариччен МЧС представителĕсем кÿлĕри пăр хулăнăшне виçеççĕ, шыв тĕпне водолазсем анса тĕрĕслеççĕ. Чылай вырăнта ăшăнмалли ятарлă пунктсем вырнаçтараççĕ.
Ятарласа купельсем ăсталанă ялсенче çакнашкал пур профилактика ĕçĕсене туса ирттерме кирлех мар паллах. Йывăç пура е бетон хăвăл чавса лартнă çăл куçра çын ăнсăртран пăр айне каясси çук. Хÿтĕ çурт шăнса чирлесрен тата ÿте тăм илессинчен хÿтĕлет. Унта хывăнса тăхăнма, шыва чăмса тухнă хыççăн типĕнме, вĕри чей ĕçсе ăшăнма та меллĕ.
Кăçал, сăмахран, Кăшарни уявĕнче пирĕн районта Шăхаль, Уçырма, Ăвăспÿрт Кипеч, Сухайкасси, Мăкăр, Чакаç, Çĕнĕ Ахпÿрт, Шăхасан тата Ухман ялĕсенчи купельсене официаллă йĕркепе чăмса тухма ирĕк панă. Унта çавна май медиксемпе çăлавçăсене те çирĕплетнĕ пулнă.
Сăн ÿкерчĕксенче Ухманти шыва кĕмелли ятарлă вырăна курма пултаратăр. Кăшарни уявĕнче унта çынсем йышлăн çÿренине палăртать ял-йыш. Çак илемлĕ купеле 2020 çулта çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче уçнă, ăна Георгий Михайлов пуçарăвĕпе тунă. Çак сăвап- лă вырăна Георгий Валентинович малалла та хăтлăлатса пырассипе ĕçлет.
Юлашки çулсенче купельсене вырăнти пуçару программипе те ăсталама тытăнчĕç. Иртнĕ çулта ниме бюджечĕн вăйĕпе Çĕнĕ Шелттем ялĕнче шыва кĕмелли ятарлă вырăн туса лартнă. Кăçал Сиккасси салинче çĕнĕ купель тунă. Пур енлĕ ĕçлекен программа пĕлтерĕшлĕ чылай проекта ĕçе кĕртме май парать, эппин, йăлтах — хамăр алăра.