Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Салтаксен шăлĕсене юсаççĕ

Салтаксен шăлĕсене юсаççĕ

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче мобилизациленнĕ салтаксене пулăшу пама Шупашкартан Ульяновск хулине стоматологи поликлиникин специалисчĕсен пĕрремĕш ушкăнĕ кайнă.

Сиплеве куçса çÿрекен стоматологи комплексĕн- че ирттернĕ. Шăла юсамалли комплексра стоматологи оборудованийĕн инструменчĕсем: стоматологин икĕ установки, çавăн пекех шăла ÿкерекен рентген аппарачĕ.

Тухтăрсен тĕп тĕллевĕ _ çар службине хутшăннисен шăлĕсен сывлăхне тĕрĕслесси тата сиплесси. Тухтăрсем 189 салтакăн сывлăхне тĕрĕсленĕ, 95-шĕн чирлĕ шăлне кăларнă, 81 çар çыннин шăлне сипленĕ.

Çак кунсенче Ульяновск хулине шăл тухтăрĕсен иккĕмĕш ушкăнĕ çитсе ĕçе пикеннĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хамăр республикăран мобилизациленнĕ кашни салтака квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ пама тĕллев лартнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *