Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Районти муниципаллă округа Сергей Михайлов ертсе пырĕ

Районти муниципаллă округа Сергей Михайлов ертсе пырĕ

Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче район администрацийĕнче Канашри муниципаллă округăн пĕрремĕш сасăлавĕнче суйланнă депутатсен виççĕмĕш ларăвĕ иртнĕ.

Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Канашри муниципаллă округăн пуçлăхне кандидатсенчен палăртакан конкурсăн комисси членĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем тата администраци пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Лару ĕçне Канашри муниципаллă округăн депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Сергей Шерне йĕркелесе пынă. Канашлура вырăнти муниципаллă округăн пуçлăхне кандидатсенчен палăртакан конкурсăн комисси членне Владимир Иванова сăмах панă. Вăл пуçтарăннисене конкурс комиссийĕн йышăнăвĕпе паллаштарнă, яваплă ушкăн Наталия Петрова тата Сергей Михайлов кандидатурисене сасăлава тăратнă. Депутатсем уçă сасăлавпа Канашри муниципаллă округа ертсе пыма Сергей Михайлова шаннине çирĕплетнĕ. Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ çĕнĕ должноçа кăçал раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче йышăнĕ.

Сергей Николаевич конкурс комиссийĕн членĕсемпе депутатсене тав тунă, ума лартнă тĕллев- сене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырассине пĕлтернĕ. Депутатсен корпусĕ ячĕпе Сергей Михайлова Ольга Микушина Чăваш Енпе тăван тăрăха аталантарса пырассишĕн ырми-канми ĕçлеме вăй-хăват тата ăнăçу суннă.

Кун йĕркине кĕртнĕ иккĕмĕш ыйтупа депутатсем Канаш район пуçлăхĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен полномочийĕсем кăçал раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăйне çухатассине йышăну туса çирĕплетнĕ. Асăннă ыйтупа Сергей Шерне тĕплĕн чарăнса тăнă.

Канашри муниципаллă округăн депутачĕсем ларура тата ытти чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтăва пăхса тухнă, кашнинпе тивĕçлĕ йышăну тунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *