Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Яманкасси ялĕ

Яманкасси ялĕ

Яманкасси шкулĕ 1900-1925 çулсенче

1901 çулччен Яманкасси ялĕнче ачасене хутла вĕрентекен учитель пулман. Çавăнпа та нумай çын хутла пĕлмен, вĕренмесĕр юлнă. Хăш-пĕр арçын çар службине кайсан анчах çырма тата вулама вĕренкеленĕ.

1890 çулсем иртсен тин хăш-пĕр çамрăксем Сиккассине вĕренме çÿрекеленĕ. Акă мĕн каласа парать хамăр ял çынни Максим Илларионович Илларионов ?вăл 1887 çулта çуралнă/ вăл вăхăтра хăйсем мĕнле вĕренни çинчен:

— Эпир астăвассах Сиккасси ялĕнче икĕ класлă шкул пурччĕ. Унта аслă тата кĕçĕн классем вĕренетчĕç. Икĕ класне те пĕр учитель вĕрентнĕ. Унсăр пуçне Сиккассинче шкул çуртĕнчен инçех мар пасар тата чиркÿ пулнă. Шкулта вĕренекенсен кашни вырсарникун тата турă праçникĕсенче чиркĕве юрлама пуçтарăнмалла пулнă.

Яманкасси ялĕнчи çамрăксенчен Сиккасси шкулĕнче чи малтан Евдокимов Игнатий Евдокимович тата Филиппов Дмитрий филиппович вĕреннĕ, анчах вĕсем те 4 çул вĕренсе пĕтереймен. Вĕсем хыççăн 1897-1901 çулсенче Сиккасси шкулĕнче Семенов Василий Семеновичпа эпĕ вĕрентĕм. Семенов В.С. 4 çул вĕренсе пĕтереймерĕ, эпĕ экзамен тытса вĕренсе тухрăм. Пире Петр Ларионович Ларионов учитель вĕрентетчĕ. Пире вĕрентнисĕр пуçне тата вăл вăрманпа сутă тăватчĕ. Кашни пасар кунĕ ?пасар Сиккассинче тунтикун пулатчĕ/ пирĕн учитель патне вăрман сутакансем темиçе çын пыратчĕç. Вăл кун унăн ачасене вĕрентме вăхăт та çукчĕ, çавăнпа та вĕрентме пĕр вĕренекене хушатчĕ. Илнĕ вăрмантан хăма çуртаратчĕ те Шăхрана леçтеретчĕ. Вăрманпа сутă тунăшăн Сиккасси çынни Чĕмпĕр Павăлĕ жалоба парса пире вĕрентсе кăларсан Петр Ларионова учительтен кăларттарнă.

Петр Ларионович Ларионов Чурачăк район çынни пулнă. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Иван Яковлевич Яковлев патĕнче вĕреннĕ. Петр Ларионович мана та Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме ярас тесе атте патне темиçе хут та килчĕ, Иван яковлевича çывăх пĕлнĕрен мана вĕренме экзаменсăрах вырнаçтаратăп тетчĕ. Унта вĕреннĕшĕн çулталăкне 25 тенкĕ укçа тÿлемеллеччĕ.

Пирĕн хыççăн Сиккассинче Васильев Григорий Васильевич вĕреннĕ. Вăл 4 çул вĕренсе пĕтернĕ.

1901 çулта яла ачасене вĕрентме Карсаков учитель килнĕ. Вара пирĕн ял ачисем Сиккассине вĕренме кайма пăрахнă, хамăр ялта вĕренме пуçланă.

1900-1901 çулсенчен Яманкасси ялĕнчи ачасемшĕн ятарласа уçнă шкул пулман. Ачасене хресчен килĕсенче вĕрентнĕ. Пирвайхи учитель _ Карсаков Константин Порфирьевич _ Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕн çынни пулнă, вăл пирĕн ялта 1912 çулччен вĕрентнĕ. ачасене çак предметсене вĕрентнĕ: «закон божий», вырăс чĕлхи, арифметика, чистописани. Ачасене тăван чĕлхене вĕрентмен, кĕçĕн классенче анчах «закон божине» чăвашла вĕрентнĕ. Вĕренекен, «закон божине» ĕлкĕрсе пырсан, çав ача лайăх вĕренет тесе шутланă. Çак тапхăрти шкулсен тĕп тĕллевĕ çамрăксенчен влаçа хÿтĕлекен шанчăклă тарçăсем вĕрентсе хатĕрлесси пулнă.

Вĕренекенсем валли вĕренÿ хатĕрĕсем пулман. Хут вырăнне грифельпе çырмалли доскасемпе усă курнă.

Уроксен тата переменăсен тăршшĕне учитель хăй пĕлнĕ пек туса пынă. Учитель ачасене уроксене хатĕрленсе килменшĕн е тата ытти айăп- шăн хĕнеме, çапма пултарнă, пăрçа хунă çатма çинче темиçешер сехет чĕркуçлентерсе тăратма та пултарнă тата ыт. те.

Кашни вырсарникунах вĕренекенсен Сиккасси чир- кĕвне юрлама çÿремелле пулнă. Шкулсене çулталăкра пĕрре «благочин» ?пупсен асли/ килсе тĕрĕслесе тăнă. Яманкасси шкулне Шăхасан чиркĕвĕн аслă пупĕ тĕрĕсленĕ.

1904-1905 çулсенче Яманкассинчи тăватă класлă шкул малтанхи выпуск вĕрентсе кăларнă. Çав вĕренекенсенчен тăваттăшĕ «Мухтав грамотине» тивĕçнĕ. Вĕсем çаксем пулнă: Михайлов Александр, Емельянов Иван, Илья Алексеевич. Михайлов А.М. Граждан вăрçинче çамрăк совет влаçне хÿтĕлесе пуçне хунă. 1911 çулта Карсаков К.П. учитель пирĕн ялтан кайнă. Акă мĕн çырать Карсаков учитель çинчен унăн ывăлĕ: «Наш отец родился в 1888 году в крестьянской семье в дер. Кильдюшево. Окончил учебное заведение в Красной поляне около Тетюши. Затем работал сельским учителем в селе Чурачики 4 года и с 1905 года в вашей школе.

Я, его сын Венедикт, 1905 года рождения, вместе с отцом тоже жил в Яманово и помню: часто мы ходили в леса с ним, откапывали под сосной старинные монеты, он собирал старинные монеты. Он любил природу, умел любоваться красотой природы.

Он был всегда среди простого народа, любил простой народ, защищал его интересы. Всякую несправедливость со стороны царских властей к крестьянам не мог терпеть. К нему приходили крестьяне за советами по многим вопросам, он помогал им, составляя разные прощения, ходатайства и жалобы в вышестоящие органы. По его старанию была открыта при школе столовая, где, кроме школьников, питались престарелые жители деревни».

Вара ун вырăнне Геннадий ?хушаматне астумаççĕ/ ятлă вырăс çамрăк каччă килнĕ. Вăл Григорьев Порфирий Григорьевичсем патĕнче вĕрентнĕ. Пирĕн ялта икĕ çул ĕçленĕ.

Геннадий 1913 çулта пирĕн ялтан кайнă та ун вырăнне Çĕрпÿ районĕн çынни Анисимов Георгий Анисимович килнĕ. Вăл пирĕн ялта 1914-1917 çулсенче ĕçленĕ. Февральти революци хыççăн учитель пирĕн яла урăх килмен.

Октябрьти революци хыççăн яла Евдокия Васильевна ятлă учительница килнĕ. Ун чух та ялта шкул çурчĕ пулман-ха, çынсем патĕнче вĕрентнĕ. 1919 çулта Евдокия Васильевна кайнă. Вара 1920 çулта Семенов Константин Семенович Çĕнĕ Пуянкасси çынни килнĕ. Ун чухне ачасене Павлов Кирилл Павловичсен пÿртĕнче вĕрентнĕ. Вăл вăхăтра икĕ класс пулнă. Кашни класĕнчех 18-20-шер ача пулнă. Ун чухне, сăмахран, çак çынсем вĕреннĕ: Васильев Иван, Иванов Иван, Елизаров Кузьма, Прокопьева Мария, Григорьев Филипп, Романов Павел. Çак çынсем нумайăшĕ Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă. Елизаров Кузьма колхоз производствинче ĕçлет, Прокопьева Мария Жданов колхоз членĕ тата ыт. те. Григорьев Ф. Кемерово хулинче 25 çул шахтăра ĕçлесе пурăннă. 1953 çулта шахтăра ĕçленĕ чухне вилнĕ. Çак тапхăрта вĕреннĕ çамрăксенчен нумайăшĕ хамăр çĕршыва ирсĕр фашистсенчен хÿтĕлесе пуçне хунă.

1919 çулта ялти учитель пуçарнипе çутталла туртăнакан çамрăксем Ф.П. Павлов чăваш драматургĕн «Сутра» комедине ял халăхне кăтартнă. Ун чухне ялта клуб пулман-ха. Çавăнпа ăна Хуçа çуртĕнче выляса панă. Курма пыракан йышлă пулнă.

Семенов К.С. çырнинчен: «В Ямановскую школу я был назначен Цивильским УОНО 1 сентября 1918 года, когда мне было 22 года. Проработал там три учебных года в качестве временного учителя. По прибытии в д. Яманово мне не от кого было принимать школу. Нашел я наемную квартиру школы у гр. Филиппова Дмитрия, 7-8 старых парт, одну классную доску и маленький шкафчик, составляющий весь инвентарь школы. Говорили, что здесь работал некто учитель Егор Анисимов, а после него временным учителем Павлов, но я от них никаких школьных дел не принял. Как нам всем известно, школы тогда только перестраивались, стабильных программ и учебников не было.

Помимо своей основной работы занимались еще ликвидацией безграмотности среди взрослого населения. В целях внедрения культмассовой работы среди населения при поддержке тогдашнего актива сыграли мы спектакль «Сутра» Ф.П. Павлова, где роль судьи пришлось играть мне самому. Вместо клуба была обыкновенная деревянная изба, и то черная, т.е. без трубы.

Халăха хутла вĕрентес ĕç 1925-1929 çулсенче
«1924 çулта ваттисене вĕрентес ĕç пуçланнă. Вĕсене вĕрентме ликпунктсем уçнă. Çак ĕçе туса пыракансем: Елизаров Илья Елизарович, Кузьмин Илья Кузьмич тата Кузьмин Иван Кузьмич пулнă».
И.Е. Елизаров

Хут пĕлменнисем пурте тенĕ пекех вулама тата çырма вĕренме ĕмĕтленнĕ. Вĕсем ликпункта йĕркеллĕ çÿренĕ.
1924-1925 çулсенче пирĕн ялта Вăрмар районĕнчи Мăн Çырма çынни Александр Михайлович учитель пулса ĕçленĕ. 1927 çулта Василий евдокимович ятлă çамрăк учитель килнĕ. Тăвай райо- нĕнчи Йăнтăрчă ялĕн çынни пулнă вăл. Ун чухне ачасене Степан Васильевичсен пÿр- тĕнче вĕрентнĕ. Каярахпа вăл учителе Сиккасси ялне куçарнă.
1928 çулта пирĕн яла Куликова Вера Васильевна ятлă çамрăк учительница килнĕ. Ун чухне ачасене Алексеев Константин патĕнче вĕрентнĕ. Ку çулсенче Григорьев А.Г., Матросов В.И., Краснов И.М. тата ыттисем вĕреннĕ. Григорьев Арсентий Григорьевич каярахпа хамăр ялтах учитель-биолог пулса ĕçленĕ. Вăл пирĕн ял шкулне 1934 çулта ĕçлеме кĕнĕ. Вăл 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă.
1928 çулта Куликова Вера Васильевна учительница Сиккассине куçнă.
1929 çулта яла Данилов В.Д. ятлă çамрăк учитель килнĕ. Вăл Вырăскас Пикших ялĕн çынни пулнă. Вăл ачасене Матросов В.И. пÿртĕнче вĕрентнĕ. Вăл вĕрентсе кăларнă ачасем 1919-1920 çулхисем пулнă.
Вăл вăхăтра вĕренекенсем, сăмахран, çаксем пулнă: Зайцев А.Г., Максимов Е.М., Кузьмин С.Я., Ильин А.И., Васильева М., Волков Е.Ф., Романова Н. тата ыттисем те. Ялти шкула вĕренсе пĕтерсен вĕсенчен нумайăшĕ Сиккассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Акă вĕсенчен пĕри Зайцев А.Г. Мускаври пĕр вăтам шкул директорĕ, Максимов Е.М. — математика учителĕ, Васильева М. — медсестра, Ильин А.И. хамăр колхозра механизатор пулса ĕçлет. Анчах çак çулсенче вĕреннисенчен нумайăшĕ фронтра Тăван çĕршыв чысне хÿтĕлесе пуçне хунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *