Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Аслă ÿсĕмри çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнма пултарĕç

Аслă ÿсĕмри çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнма пултарĕç

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов аслă ÿсĕмри çынсем валли пĕр-пĕринпе хутшăнма центр йĕркелес ыйтăва сÿтсе явнă. Тĕлпулăва Раççей пенси фончĕн Канаш хулинчи управленийĕн ертÿçи Дамир Сабиров тата районти сусăрсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Анатолий Семенов хутшăннă.

Паянхи кунпа илсен çакă Раççей пенси фончĕн пилотлă проекчĕ шутланать. Çакнашкал центрсенче аслă ÿсĕмри çынсем тĕрлĕ енлĕ аталанма, çĕнĕ технологисене алла илме пултарĕç. Проекта пурнăçа кĕртес ĕçе пенси фончĕн ĕçченĕсем, культура, медицина учрежденийĕнче,

социаллă сферăра тăрăшакансем, общество пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем хутшăнĕç. Вĕсем ватăсем валли лекцисем ирттерĕç, вĕренÿ курсĕсем йĕркелĕç.

Тĕлпулу вăхăтĕнче канашлăва пуçтарăннисем Пĕтĕм халăхсем хушшинчи сусăрсен кунне ирттересси çинчен сÿтсе явнă, мероприяти планне те пăхса тухнă. Ăна раштавăн 3-мĕшĕнче паллă тăвĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *