Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Яманкасси ялĕ

Яманкасси ялĕ

Софронов Алексей вăрçăччен нумай çул ял советĕнче ĕçленĕ. Вăрçăра вилнĕ.

Павлов Николай Павлович ФЗО шкулне вĕренсе пĕтерсе слесарь пулнă, нумай çул Сиккасси ял Совечĕн секретарĕнче ĕçленĕ.

1938 çулта вĕренсе пĕтернĕ çамрăксенчен Тимофеев Степан, Игнатьев Павел, Михайлов Николай, Михайлов Филипп, Паева Ольга, Назаров Николай, Волков Александр çав çулах Сиккассинчи вăтам шкула вĕренме кĕнĕ. Вăтам шкула çамрăксем вăрçă пуçланнă çул пĕтернĕ. Çавăнпа та вĕсем малалла вĕренме каяйман, тÿрех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Игнатьев П., Михайлов Н., Назаров Н., Волков А. фронтра вилнĕ.

Вăрçă хыççăн Тимофеев С.Т., Паева О.О. Канашри педучилищĕне экстерн вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Тимофеев С.Т. Шупашкарти Учительсен институтне заочно вĕренсе тухнă, нумай çул Сиккассинчи вăтам, Яманкассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкулсенче завуч пулса ĕçленĕ.

Паева О.О. 1942 çултанпа ялти шкулта пуçламăш классене вĕрентет.

Михайлов Ф.М. Канашри учительсем хатĕрлекен института вĕренсе пĕтернĕ, каярахпа Шупашкарти пединститутра заочно вĕреннĕ. Халĕ вăл ялти шкулта завуч тата 5-7-мĕш классенче математика вĕрентет.

Халăха вĕрентес ĕç Аслă вăрçă çулĕсенче
1939-1940 вĕренÿ çулĕн-че çиччĕмĕш класран 17 ача вĕренсе тухнă. Вĕсенчен икĕ вĕренекен пур предметпа та «5» паллăпа ĕлкерсе пынă. Пĕри _ Григорьев Василий Канашри педучилищĕне вĕренсе пĕтернĕ. Совет Çарне кайсан пограничниксене хатĕрлекен Мускаври аслă çар академи- йĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван çĕршывăн хĕвел анăç чиккисене сыхлать.
Михайлова Христина Жданов ячĕллĕ колхозăн ĕçченĕ.
Çак вĕренÿ çулĕнче вĕренсе пĕтернĕ ачасенчен нумайăшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çапăçса вилнĕ. Акă вĕсен вăхăтсăрах пуçĕсене хунă çамрăксен хушамачĕсем: Кириллов Василий, Филиппов Николай, Емельянов Филипп, Филиппов Алексей. 1940-1941 вĕренÿ çулĕнче çиччĕмĕш класран 19 ача вĕренсе тухнă.
Вĕсенчен «4», «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтерекенсем Елисеев Г., Зайцев Н., Кузьмин В. пулнă. Елисеев Г. Халĕ Атăл леш енчи Сосновкăра врач, Зайцев Н. Канашри финанс техникумне вĕренсе пĕтернĕ, халĕ Кÿкеçре райфора бухгалтер пулса ĕçлет.
Çак çулсенче шкул директорĕ пулса Мукшин И.З. ĕçленĕ. Учительсем пулса çаксем ĕçленĕ: Кирова Р.И., Григорьев А.Г., Ухъянкина Е.П., Маслова А.И., Кузьмина Л.К., Григорьев Н.Г.
1941-1942 вĕренÿ çулĕн-че çиччĕмĕш класран 12 ача вĕренсе тухнă. (Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă йывăрлăхсене кура чылай ача вĕренĕве татнă, фронта кайнă ашшĕсем, пиччĕшĕсем вырăнне колхозра ĕçлеме пуçланă, фронт валли тыр-пул, пахча çимĕç ытларах туса илессишĕн ырми-канми ĕçленĕ).
Вĕсенчен «4», «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтерекенсем Максимов И., Краснова В., Прокопьева О., Ильина Л. пулнă.
Максимов И. Хусанти В.И. Ленин ячĕллĕ университетăн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Мускаври çар академийĕнче преподаватель пулса ĕçлет.
Краснова В. вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Маяк сельповĕн Сиккассинчи ларекĕнче продавец пулса ĕçлет.
Ильина Л. Канашри Учительсен институтĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Яманкассинчи 7 çул вĕренмелли шкулта учительница пулса ĕçлет.
Прокопьева О. Улатăрти вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Архангельск хулинчи заводра ĕçлет.
1942-1943 вĕренÿ çулĕ. Фронтра хаяр çапăçусем пынă. Ялта ватă арçынсемпе хĕрарăмсем, ача-пăча çеç тăрса юлнă. Апла пулин те колхозра ватăсемпе ачасем ырми-канми ĕçленĕ. Вĕренекенсем те колхоз ĕçĕнче каникул кунĕсенче тăрăшсах ĕçленĕ. Учительсенчен нумайăшĕ фронта тухса кайнă. Вĕсен вырăнне вăтам шкул пĕ-тернĕ çамрăк хĕрсем вĕрентме пуçланă тата эвакуаципе килнĕ хĕрарăм учительсем вĕрентнĕ. Вĕсем чăваш чĕлхине пĕлмен, вĕренекенсемшĕн ку малтанлăха йывăрлăхсем кÿнĕ. Акă нимĕç чĕлхипе, физикăпа, историпе, географипе Сарра Абрамовна тата Сысоев учительсем вĕрентнĕ.
1942-43 вĕренÿ çулĕнче аван паллăсемпе вĕренсе тухакансем çаксем пулнă: Кузьмина Ф.И. Вăл Канашри Учительсен институтĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта ĕçлет. Степанова З.С. Канашри педучилищĕне вĕренсе пĕтернĕ, Канашра ĕçленĕ ?хăйĕн специальноçĕпе мар/. Иванова М.И. Улатăрти вăрман техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Кайран Йошкар-Олари вăрман институтне вĕренсе тухнă. Халĕ Буинск леспромхозĕнче вăрман инженерĕ пулса ĕçлет.
1943-44 вĕренÿ çулĕнче çиччĕмĕш класа 11 ача вĕренсе пĕтернĕ.
Çак çулсенче Зобов А.И. шкул директорĕ пулнă. Учительсем _ Ксенофонтова Е.П., Кирова Р.И., Елисеева Е.Е.

Шкул хуçалăхĕ аталанса пыни
1953 çулччен шкул икĕ вырăнта пулнă. Пĕр çурчĕ ял варринче тăнă. Унта пурĕ 2 класс вĕреннĕ. Çав шкул çуртне кулаксен пÿрчĕсенчен тунă, вăл кивелсе ачасене вĕрентме юрăхсăра тухнă. Çак шкул çумĕнче вĕрентÿ ĕçĕнче опытлă ĕçсем туса пыма 0,23 га çĕр участокĕ тытнă.
1953 çултан пуçласа шкулăн пурлăх никĕсне çирĕплетес ĕç вăйланнă, вĕрентÿпе опытлă ĕçсем туса пымалли çĕр участокне пысăклатма пуçланă. 1957 çул тĕлне 2 гектара çити ÿстернĕ. Çав участокран 1957 çулта 4300 тенкĕ тупăш илнĕ.
1956 çулта ял варринчи кивĕ шкул çуртне тĕп шкул патне юсаса куçарса лартнă, ăна ăшă коридорлă тунă. Çак шкула юсама 34000 тенкĕ укçа тăкакланă, шкула куçарса юсас ĕçре строительство бригадине Яковлев Павел Яковлевич колхозник ертсе пынă.
Шкулпа пурнăçа çыхăнтарас тĕллевпе 1956 çулта шкул çумĕнче мастерской уçнă. Мастерской уçас ĕçре Канашри чугун çул училищи инструментсемпе оборудовани парса нумай пулăшнă.
1955 çулта вĕренекенсен вăйĕпе шкул çумĕнчи типĕ çырмана пĕвелесе плотина тума тытăннă. Çак ĕçе пуçараканĕ вара вырăс чĕлхи учителĕ Семенов Павел семенович пулнă. Ку ĕçе 1959 çулта вĕçленĕ. Çав çулхинех çÿл-ти иккĕмĕш плотинана тума тытăннă.
1959 çулта пысăк шкул çурчĕн çивиттине тимĕрпе витнĕ, 1960 çулта унăн никĕс-не тĕпрен юсанă.
«Аврора» колхоз правленийĕ 1958 çулта шкулта сарай тума кивелнĕ вите панă. Ăна вĕренекенсем юсаса тăррине хăма витсе лартнă.
1955 çулта шкул çумĕнче географи площадки тунă. Унта кирлĕ сăнав приборĕсем вырнаçтарнă.
1957 çулта кубовоя тĕпрен юсанă.
1958-1959 çулсенче вĕренекенсен вăйĕпе шкул участокĕ тавра паляскăпа карта тытса тухнă, шкул участокĕ варринче шыв бассейнĕ тунă. Çак ĕçсене тăвассине опытлă участок заведующийĕ Ложкин А.М. ертсе пынă. Çав çулах бассейн патне шыв яма водопровод хывнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *