Понедельник, 18 ноября, 2024
Главная > Публикации > Кашни ыйтупа тивĕçлĕ йышăну тунă

Кашни ыйтупа тивĕçлĕ йышăну тунă

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче район администрацийĕнче Канашри муниципаллă округăн пĕрремĕш сасăлавĕнче суйланнă депутатсен пиллĕкĕмĕш ларăвĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата администраци пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Ларăва Канашри муниципаллă округăн депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Сергей Шерне ертсе пынă. Канашлура район муниципаллă округа куçнипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăва сÿтсе явнă. Пĕтĕмпе — 39 ыйту.

Чи пĕлтерĕшлисем — Канаш районĕн администрацийĕн тата 24 ял тăрăхĕн полномочийĕсене пĕтересси, Канашри муниципаллă округăн килес çулхи тата çитес вăхăтри бюджечĕсене пăхса тухса çирĕплетесси тата ытти те.

Ларура çавăн пекех документсемпе тĕрлĕ информацие пичете кăларма Канашри муниципаллă округăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕн вестникне йĕркелессине пăхса тухнă.

Кашни ыйтăва яваплă специалистсем тĕплĕн уçăмлатнă, вĕсемпе тивĕçлĕ йышăну тунă.

Ирина КОНСТАНТИНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *