Пятница, 14 июня, 2024
Главная > Публикации > Çуртасем тăван кил ăшшине аса илтерччĕр

Çуртасем тăван кил ăшшине аса илтерччĕр

Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа ырă кăмăллă çынсем салтаксене апат-çимĕç, тумтир, тĕрлĕ хатĕр (çав шутра тимĕр кăмакасемпе автомобильсем таранах) парса пулăшаççĕ.

Канаш хулинчи «За наших Канаш и КанашРайон» пуçару ушкăнĕ район çыннисемпе пĕрле окопра усă курмалли çуртасем хатĕрлеме тытăннă.

Пĕрремĕш парти хатĕр. Çак пархатарлă ĕç валли Асхва ялĕнче пурăнакан Сергей Иванов хă-йĕн мастерской пÿлĕмне уйăрса панă. Хулари волонтерсен ушкăнĕ район çыннисемпе пĕрле çар çыннисене окопра усă курмашкăн 100 çурта туса хатĕрленĕ.

Пулăшу ĕçне Хучел, Вăтапуç, Сухайкасси тата Асхва ялĕсенчен 20 ытла çын хутшăннă. «Атте турĕ» мастерской пÿлĕмĕнче тăватă сехет хушши хĕрÿ ĕç вĕресе тăнă. Арçынсем парафин ирĕлтернĕ, хĕрарăмсем гофрăллă картона шăвăç банкăсене вырнаçтарнă. Ĕçе пурте харăссăн пурнăçланă.

_ Тăван кил ăшшине эпир халĕ тулли мар мобилизаци йĕркипе çара лекнĕ çывăх çынсене, упăшкасене, ывăлсене, туссене пама тăрăшрăмăр. Çак çуртасемпе вĕсем апат пĕçерсе хатĕр-

леме, атă-пушмак типĕтме тата тăшмансене асăрхаттармасăр ăшăнма пултараççĕ. Çуртасем йăсăрланмаççĕ, 4-10 сехет таран çунаççĕ, — каласа кăтартрĕç активистсем.

Ăстасем халăхран пушă консерва банкисем кÿрсе пама ыйтаççĕ. Апла-тăк, окопсенче çунтармалли çуртасем хатĕрлес ĕç малалла пырĕ.

Халĕ черетлĕ гуманитари пулăшăвне Донбаса ăсатма хатĕрленеççĕ. Çавăнпа волонтерсем мобилизациленĕ салтаксем валли кирлĕ япаласене пуçтараççĕ.

Ырă кăмăллă çынсем хĕллехи канмалли кунсене усăллă ирттернĕ. Вĕсен мĕнпур шухăшĕ – хамăрăн салтаксем çинчен!

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *