Вторник, 5 ноября, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ Пинерпе Матькасси ялĕсен кун-çулĕ

Çĕнĕ Пинерпе Матькасси ялĕсен кун-çулĕ

Çĕнĕ Пинер ялĕ чи малтанах Пинер юхан шывĕн сылтăм енче вырнаçнă пулнă. Пинер Кĕçĕн Çавала тÿрех юхса тухать. Çĕнĕ ял çак юхан шыв хĕрринче вырнаçнă пирки ялне те ĕлĕкхи хутсем çине Пинер тесе çырма пуçланă. Ялти Тĕп тата Хурăн ятлă урамсем чи аслисем шутланаççĕ.
Пинерĕн таврари чи çывăх ялĕ — Матькасси. Çывăхри ытти ялсем хушшинче Матькасси чи çамрăкки те пулма пултарать. Мĕншĕн тесен Чăваш энциклопедийĕнче Матькасси 19-мĕш ĕмĕрте пуçланса кайнă тесе çырнă. 1858 çулта 9 кил шутланса тăнине палăртнă. Çĕнĕ Пинерте вара 1795 çултах 30 кил пулнă.
Асăннă ялсем çинчен тата маларах аса илсе çырнă хутсене те тупса вулама май килчĕ. Çав документсемпе «Канаш ен» хаçат тусĕсене те паллаштарас тетĕп. Вырăс патши Пĕрремĕш Петĕр хăй вăхăтĕн-че халăх çыравне йĕркелесе ирттернĕ. Çак йĕркене вăл вилсен те пăрахăçламан.
Виççĕмĕш çырава 1760 çулсенче ирттерме пуçланă. 1762 çулта вăл Çĕрпÿ уесĕнчи Энтри вулăсне те çитнĕ. Çав çырав вăхăтĕнче асăннă вулăс йышне çĕнĕ яла кĕртнĕ. Вырăсла ăна Новопоселенные Новые Пинеры ятпа çырнă. Çав çулсенче çĕнĕ ялта тĕне кĕртнĕ 87 арçын тата 48 хĕрарăм пурăннă. Анчах та çав документра çак ял çыннисем ăçтан куçса килни çинчен нимех те çырман.
1790 çулсенче çĕр лаптăкĕсене тепĕр хут виçсе тĕрĕсленĕ. Çав хутсем тăрăх Хыçалкас, Энтрияль тата Çĕнĕ Пинер ялĕсем пĕр общинăра пулнă пирки çĕрĕсем те пĕр ушкăнра шутланса тăнă. Çав тапхăрта виçĕ ялта 372 çын пурăннă, вĕсем 2443,14 теçетке çĕр тытса тăнă. Вĕсен çавăн чухлĕ çĕр çав çулсенче анчах тупăнман пуль. Вĕсем мĕн ĕлĕкрен çав çĕр лаптăкĕн хуçисем пулнă. Унпа усă курнă, налукĕсене те вăхăтра тÿлесе пынă. Çавăнпа вĕсен çĕрĕсем çине ют çынсем нимле майпа та вырнаçма пултарайман.

Çĕнĕ ял никĕсленни
Мĕншĕн-ха Хыçалкаспа Энтриялĕнче пурăнакансем çĕнĕ яла никĕслеме шут тунă. Пĕр сăлтавĕ çакă пулма пултарнă. Патша вăхăтĕнче кил хуçине çĕр лаптăкне ял хуçисем виçсе панă. Ывăл çуралсассăн ашшĕне çĕр лаптăкĕ хушса памалла пулнă. Анчах та ял хуçалăхĕн çĕр лаптăкĕсем пушă тăман. Çавăнпа та ывăлĕсен çĕрне ашшĕн çĕрĕ çумне виçсе пама май килмен. Ăçта май килнĕ çавăнта виçсе панă. Çавăн пек виçсе панă хыççăн Хыçалкас ялĕнче пурăнакансен çĕр лаптăкĕсем хальхи Çĕнĕ Пинер ялĕ вырăнĕнче пулма пултарнă.
Вĕсен хушшинчи инçет тăршшĕ пилĕк çухрăм ытла пулать. Тата çĕр лаптăкĕсем виçĕ е тăватă вырăнта пулнă пулсассăн çĕр ĕçĕпе ĕçлеме татах йывăрлăх кÿнĕ. Инçе çул çуркуннехи е кĕркуннехи ĕçсене туса ирттерме тăкак- лăрах пулнă. Ĕçсене вĕçлеме вăхăчĕ те ытларах кирлĕ пулнă.
1790 çулсенче çĕр лаптăкĕсене тепĕр хут виçсе тĕрĕслени çинчен çÿлерех асăнса хăварнăччĕ. Ватă ялсем шута илмен çĕрсене ытларах тытса тăма тăрăшнă. Мĕншĕн тесен пурнăçра çĕр яланах кирлĕ пулнă. Çавăн пек çĕрсене учета ан тăратчăр тесе патшан мишавайĕсене ял хуçисем укçа тĕксе пама та пултарнă. Шута илсен тата çĕрĕ пирĕн тесе йышăнсан тÿрех налук тÿлеме тытăнмалла пулнă. Çакăн пек шутра тăман çĕр лаптăкĕ Хыçалкас, Энтрияль тата Çĕнĕ Пинер ялĕсен çумĕнче (Тюрар юхан шывĕ тăрăхĕнче) 220 теçетке тупăннă. Тюрар юхан шывĕ Кĕçĕн Çавала юхса тухать. 1794 çулта мишавай тунă хутсем çинче хальхи Матькасси пирки вырăсла çапла çырнă: «Пинеры выселок, что вышли из д. Яушевы Яндоуши тож».
Чăнах та, Матькассин малтанхи ячĕ Пинер е çумĕнчи ялне Çĕнĕ Пинер тенĕ. 1850 çулта тăххăрмĕш çырав ирттернĕ. Çав çырав тăрăх вырăсла Новые Пинеры çумне аяларах скобкăра Синьял тесе çырнă. Ялĕнче 58 кил пулнă, 160 арçынпа 162 хĕрарăм пурăннă. Хальхи Матькасси пирки Пинер çумне аяларах скобкăра вара Матькасси тесе çырнă. Ялĕнче 18 кил пулнă, 44 арçынпа 51 хĕрарăм пурăннă.
1880 çулта Çар валли ÿкернĕ топографи картти çинче Çĕнĕ Пинер вырăнне вырăсла Андреевка, аяларах скобкăра Пинер тесе çырнă. Ялĕнче 61 кил шутланса тăнă. Хыçалкас ялне вырăсла Малая Андреевка, Янтрияльне вырăсларах Шибылгис тесе çырнă. Кÿршĕри Пинер ялĕ çумне скобкăра 1850 çулхи пекех аяларах Матькасси тесе çырнă. Вăл вăхăтра ялĕнче 34 кил шутланса тăнă. Тепĕр вăтăр икĕ çултан ÿкернĕ Çĕрпÿ уесĕн картти çинче хальхи ятсем палăрнă.
Кĕскен çак икĕ ялăн историйĕсем çапла пулса тухрĕç.

Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах» трелоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *