Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Юрра хывнă сăввисем чуна пырса тивеççĕ

Юрра хывнă сăввисем чуна пырса тивеççĕ

Кăшнаруй ялĕнче пурăнакан Никоноровсен çемйине Канаш ен тăрăхĕнче пĕлмен çын çук та пулĕ. Вĕсем кашни хăйсен юратнă ĕçĕсенче пысăк квалификациллĕ специалист тата юрра-ташша ăста пулнипе палăрнă.

Анатолий Васильевича Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ сумлă ят парса чысланă. Надежда Филипповна Раççей тата Чăваш Республикин потребкоопераци отличникĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсем виçĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Кашни çĕршыва юрăхлă çын пулса çитĕннĕ. Кĕçĕнни — Александр, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагог, композитор. Никоноровсен сакăр мăнукĕнчен тăваттăшĕ аслă пĕлÿллĕ специалистсем, пурте искусствăна çывăх. Тĕрлĕ конкурс-фестивале хутшăнса дипломант тата лауреат ятсене çĕнсе илме тивĕç пулнă.

Сăмахăм малалла Надежда Филипповна çинчен пырĕ. Унăн ĕç стажĕ 49 çулпа танлашать. Вăл хăйĕн ĕç ĕмĕрне 1960 çулта «Правда» колхозра пуçланă. Анат Сурăмри ĕне ферминче сĕт пахалăхне палăртакан лабораторире тăрăшнă. Çак яваплă ĕçре пилĕк çул тимленĕ хыççăн Анат Сурăм пекарьнине ĕçлеме куçнă. Унта вăл 1984 çулччен çăкăр пĕçернĕ. «Районти чи хастар пекарь» ята пĕрре мар çĕнсе илнĕ, бригадир ĕçĕнче те палăрнă. «Çăкăр пĕçерекен» стена хаçачĕ тытса пынă, коллектив валли уяв каçĕсем пĕрре мар йĕркеленĕ.

Пултаруллă та хастар хĕрарăма 1984 çулта пекарньăна ертсе пыма шаннă. Ертÿçĕ тилхепине Надеж- да Никонорова 25 çул çирĕп тытса пынă. Производствăри ĕçсене çăмăллатас тĕллевпе вутăпа тата çĕр кăмрăкĕпе хĕрекен кăмакасене электричествă вăйĕпе ĕçлекеннисем çине куçарнă. Тутлă та кăпăшка çăкăрпа ял çыннисене кăна мар, хулара пурăнакансене те туллин тивĕçтернĕ. Анат Сурăм пекарнинче пĕçернĕ çăкăр тутипе тата пахалăхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăнине палăртаççĕ тавар туянакансем.

Ĕç коллективĕ пĕр çемьери пек туслă ĕçлесе пурăнать. Çавна май ĕçтешсем тивĕçлĕ канăва тухсан та хăйсен хушшинчи çыхăнăва татмаççĕ. Уяв тата юбилей каçĕсенче пĕр-пĕрин патне çÿресе саламлаççĕ.

Надежда Филипповна пакарньăна ертсе пынă çулсенче унта пултарулăх ушкăнĕ чăмăртаннă пулнă. Вырăнти артистсем концертсемпе кÿршĕ районсене тухса çÿренĕ, райпо ирттерекен уявсенче ĕçтешĕсене тăтăшах юрă-ташăпа савăнтарнă.

Мăшăрĕ Анатолий Васильевич та музыкăпа туслă пулнă. Вăл Кăшнаруйĕнчи культура çуртне ертсе пынă. Надежда Филипповна уяв каçĕсем валли сценарисем çырма та, сцена çине тухма та вăхăт тупнă. Шăпчăк сассиллĕ юрри куракансен чун-чĕрине тыткăнланă. Сăвă çырас ăсталăхĕ те пур унăн, паллашар-ха:

Шăпчăк ятăм пахчана

Çепĕç юрă итлеме.

Шурă çĕмĕрт çеçкере

Эсĕ манăн чĕрере.

Эпĕ санăн, эсĕ манăн

Юрату вăл чăн хĕлхем.

Эпĕ санăн, эсĕ манăн

Савăнса юрлать чĕрем.

Юратушăн савăнса

Шăпчăк юрă кĕвĕлет

Кĕмĕл сывлăм шывĕпе

Шурă çĕмĕрт чÿхенет…

Юрра хывнă çакнашкал хаваслă йĕркесем пĕрре мар хайланă вăл.

Никоноровсем çемье ансамблĕпе районта, республикăра тата Раççей шайĕнче иртекен мероприятисене хастар тухса çÿреççĕ, Ентешлĕх уявĕсенче концерт лартаççĕ. Тăван тăрăха тĕрлĕ степеньлĕ лауреат пулса таврăнаççĕ.

Надежда Филипповна пултарулăхĕ патне таврăннă май вăл ача-пăча валли те сăвăсем хайланине палăртса хăвармалла. Мăнукĕ Аня пултарулăх конкурсне хутшăнма хатĕрленнĕ, асламăшĕ ăна «Чăтса тăраймарăм эп» сăвă çырса парнеленĕ:

Çуралас та теменччĕ

Ытла сивĕччĕ ун чух.

Хĕр çук тенине илтсен

Чăтса тăраймарăм эп.

Юр юрлас та теменччĕ

Ытла пĕчĕкчĕ ун чух.

Кайăк сассине илтсен

Чăтса тăраймарăм эп.

Таш ташлас та теменччĕ

Атте купăс каласан,

Анне такмак каласан,

Чăтса тăраймарăм эп.

Халĕ эпĕ пĕчĕк мар

Куллен шкула çÿретĕп.

Тĕп тĕллевсем пысăк ман —

Конкурссене хутшăнса

Хам пĕлĕве туптасси.

Çулсем иртнĕ май пултаруллă çынсен хăйне евĕрлĕ халалсем çуралаççĕ. Вĕсем пулас ăрăва Тăван çĕршыва юратма, чыслăха упрама, çынсене, атте-аннене хисеплеме хистеççĕ. Мана Надежда Никоноровăн «Ачасемшĕн, тăвансемшĕн Турра кĕл тăвар!» сăвви уйрăмах кăмăла каять. Ăна вăл хăйех юрлать:

Пирĕн пурнăç иртсе каять

Çуркунне пекех.

Çуркунне татах та килĕ

Çамрăклăх килмест.

Пурнăç савăк, пурнăç ырă,

Ман юрлас килет.

Ачасемпе, тăвансемпе

савăнас килет.

Турри пире пурнăç панă —

Чи илемлине.

Çĕрне-шывне, тырне-пулне

Тата хĕвелне.

Турă аслă, Турă ырă

Турра асăнар!

Пĕрне-пĕри, пĕрне-пĕри

Ялан ыр сунар.

Эпир атьсене çуратнă

Хамăра пăхма.

Ачасемшĕн, тăвансемшĕн

Кĕл тăвар Турра!

Турă аслă, Турă ырă

Пире итлетех.

Тăнăç пурнăç, ырă пурнăç

Пире паратех!

Пурнăç савăк, пурнăç ырă

Ман юрлас килет.

Килес çул Надежда Филипповна саккăрмĕш теçеткене ярса пусĕ. Пултаруллă ĕç ветеранне илемлĕ сăвăсем шăрçалама, шăпчăк евĕр сассипе чун-чĕресене тыткăнлама ăнăçу сунатпăр. Сывлăху çирĕп тата ĕмĕрÿ вăрăм пултăр сирĕн.

Юрий НИКИТИН,

общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code