Понедельник, 20 мая, 2024
Главная > Публикации > Лайăх кăтартупа таврăннă

Лайăх кăтартупа таврăннă

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Красноармейск салинчи «Факел» стадиона хĕллехи спорт вăййисене кăмăллакансем пуçтарăннă. Вĕсем «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн фестивальне хутшăннă.

Мероприятие Красноармейскри муниципаллă округăн пуçлăхĕ Борис Клементьев тата ГТОн Чăваш Енри регион операторĕн ертÿçи Светлана Григорьева уçнă.

Канаш тăрăхĕнчен хĕллехи спорт фестивальне Ольга Безуглова, Галина Егорова, Иван Егоров тата Владимир Петров хутшăннă. Ольга Николаевна хăйĕн çулĕпе килĕшсе тăракан ГТО картлашкинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Канашри муниципаллă округ спортсменĕсем 17 команда хушшинче 6-мĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *