Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Ÿркенмен ăста пулнă», — теççĕ. Вăл тем ĕçе те пултарать

«Ÿркенмен ăста пулнă», — теççĕ. Вăл тем ĕçе те пултарать

Халĕ утмăл саккăрта пыракан Алексеева Галина Васильевна хĕрĕх çула яхăн тĕп район больницинче медицина сестринче вăй хунă. «Ывăл авлансан мăнук çуралчĕ те, ĕçрен тухма тиврĕ», — чунне уçса каласа парать Галина Васильевна. — Килте, пахчара, мăнуксемпе тăрмăшса вăхăт ирттереттĕм. Унтан паллакансемпе пĕрле Мускава кăçатă сутма çÿреме тытăнтăм. Вырăс майрисем хитререн хитре, тĕрленĕ кăçатăсем ыйтма пуçларĕç. Ун чухне пĕлместпĕр-ха кăçатăсене мĕнле тĕрлемеллине. Эпĕ тĕрленĕ, тĕрлемен мар. Пирĕн вăхăтра качча каякан хĕрĕн ал шăлли — Турă парни, тупра нумай илсе каймалла пулнă. Качча арчапа кайнă.

Кăçатă мĕнле тĕрлемелле; Ăçтан пуçламаллине те пĕлместпĕр. Пĕр çамрăк хĕрарăмран пĕрремĕш заказ илтĕм. Хамăн тантăша чĕ-нетĕп: кала-ха, тĕррине хăш тĕле вырнаçтарас пулать, тĕррине хăш тĕлтен пуçласа ямалла? Айта-ха, çапла туса пăхас, терĕмĕр. Икĕ çулçă лартрăмăр та пилĕк-ултă çеçке.

— Кăçатă çумне епле çыпăçтартăр кусене?

— Ун чухне тултарса тĕрлеме те пĕлместпĕр-ха. Йĕппе мĕнле çĕлетпĕр, çавăн пек тĕрлесе тухрăмăр.

— Хĕрарăм туянчĕ-и хăйĕн заказне?

— Пырса илсе кайрĕ. Эпир тăракан çĕре пырса кайкалатчĕ тĕрленĕ кăçатăпа. Ура çинче хитре курăнатчĕ. Майрасем кайăк кĕлеткиллĕ кăçатăсем ыйтма пуçларĕç. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кайăксем ÿкерме вĕрентĕмĕр. Пĕр-пĕрин ÿкерчĕкĕсене курса ăмăртмалла ĕçлеме пуçларăмăр.

Эпир, йĕппе-çиппе тĕрлекеннисем, республикăра нумаййăн мар, чăн малтан эпир виççĕн кăна пулнă. Шăхасанта мансăр пуçне никам та çук. Çĕрпÿ районĕнче ман пиччен арăмĕ питĕ вăйлă тĕрлет. Шупашкарта пур, унăн йăмăкĕ. Çак тĕрĕсем ун йăмăкĕнчен пуçланнă. Халĕ пире таçта та пĕлеççĕ — Мускавра та, Мордвара та. Чул хуларан пирĕн пата курттăммăн туянакансем килеççĕ те веçех илсе каяççĕ. Хĕлле пирĕн кăçатă тăмасть.

— Галина Васильевна, çак ÿкерчĕк питĕ хитре, кăмăла каять.

— Тĕрлеме тытăниччен малтан маркерпа ÿкерчĕкне тăватпăр кăçатă çине вара кукăр йĕпсемпе тĕрлеме тытăнатпăр.

— Пĕр мăшăрне тĕрлеме мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ?

— Халĕ вĕренсе çитрĕм те, нимĕн чулах та кирлĕ мар. Кунне виçĕ мăшăр та тĕрлеме пултаратăп. Кăмăл савăк пултăр та ĕçлес туртăм хĕрÿл- лĕ пултăр. Хитре пулнине курсан тата хăвăртрах тĕрлес килет.

— Тĕррине тĕрлетĕр-ха, кăçатне хăвăр йăваламастăр вĕт, ăна камран та пулин туянмалла.

— Йăвалакансем пирĕн хамăрăн. Вĕсем пире туса параççĕ, эпир тĕрлетпĕр.

— Канаш пасарне Шăхальтен кăçатă сутма чылаййăн тухатчĕç.

— Шăхальсемпе питĕ нумай ĕçленĕ. Халĕ унта пăрахрĕç, пĕр икĕ-виçĕ çемье анчах юлчĕ. Упăшкисем питĕ нумай вилчĕç. Кăçатă йăваласси сывлăхшăн усăллă ĕçех мар çав. Хамăр районтанах тупрăм пĕр хĕрарăма. Хампа пĕр çултисемех. Пĕр 10-15 мăшăр йăвалать те мана шăнкăравлать: «Килсе ил!» — тет. Çĕрпÿ районĕнчен чылай туянатăп.

— Ку кайăк уйăп пулас, çырла çиме вĕçсе килнĕ.

— Уйăп кĕлеткине уйрăм туяннă, ăна çăмранах тунă, «фелтинг» теççĕ. Ăна тĕрлемелли йĕп урăх.

— Кăçатне укçа парса туянатăр, йĕппи-çиппи те укçалла. Хăвăра валли кăштах та пулин юлать-и?

— Çупа çăкăр валли çитет. Кăлпасси валли те юлать.

— Тĕрленĕ кăçатă тăхăнакан арçынсем пур-и?

— Пур. Анчах вĕсен кăçачĕ çинче чечек мар, сăмахран, футбол мечĕкĕ, пулăпа вăлта е ăмăрткайăк тĕрлесе паратпăр.

— Эсир тата мордвасемпе епле паллашнă?

— Канаш пасарне тĕрленĕ кăçатăсемпе тухкаланă та, унта паллашнă. Пĕр-пĕрне телефон номерне панă. Халĕ вĕсем çав числора пыратпăр, тесе шăнкăравлаççĕ те, хатăрлесе хуратăп. Чулхуларан та çавăн пекех. Кăçал эпĕ пасара тухман та, киле килсех илсе каяççĕ.

— Канашра тĕрленĕ кăçатă тăхăнакан хĕрарăмсем пур-и?

— Пур. Мана тĕрлесе парăр-ха тесе ыйтакансем те пур. Мускава халĕ тăватă çул кайман. Киле килсех илсе каяççĕ те, тертленсе çÿрес килмест.

— Хăвăр хваттерте пурăнатăр пулĕ-ха. Сад пахчи пур-и?

— Сад пахчи те пур, пахча çимĕç туса илме участок та, мунча та пур. Сад пахчинче абрикос, тем тĕрлĕ крыжовник, черешня, хурлăхан, хура хăмла çырли, улмуççи, груша — çимĕçĕсене майласа пĕтереес çук!

Помидор-хăяр ÿстерме питĕ юрататăп. Калчисене веçех хам ÿстеретĕп. Халĕ ман пăрăç шăтса тухнă, паян-ыран помидор акасшăн. Ĕçлемесĕр ларма пĕр вăхăт та çук. Çĕр те илсе юлтăмăр 12 сотăй, унта пĕчченех тăрăшмалла. Сад 7 сотăй таçта аякра, Сител патĕн-че, пур çĕре те ĕлкĕрмелле. Вăйĕ çиттĕр, сывлăх пултăр.

Халĕ тата инкубаторпа чĕп кăларма вĕренсе çитрĕм.

— Хур-и, кăвакал-и?

— Пĕлтĕр бройлерсем кăларнă, çăмарта тăвакан чăх чĕпписем, кăçал мăнуксем кăвакал ыйтаççĕ. Пĕрремĕшне кăвакал кăларатпăр. Мĕнле пулать ĕнтĕ, тытăнса пăхасшăн.

Ачасене пулăшма тăрăшатăп. Ман Мускавра икĕ ача. Ывăл ача, Василий, питĕ пысăк çын — подполковник. Çар çынни, Украинăна та кайса килчĕ. Академире вĕренет те, каялла килчĕ. Хĕрача — Оксана, налоговăйĕнче ĕçлет Мускавра. Тепĕр хĕрача, Татьяна, Шупашкарта. Хă-йĕн офис, психологи тренингĕсем ирттерет. Ун пĕр вăхăт та çук. Пулăшу парать çынсене — камăн ĕç ăнмасть, камăн çемьере килĕшÿ çук. Мăнуксем ман улттă, пурте каччă. Пĕр мăнук ачи пур.

Мăшăр çĕре кĕнĕренпе февралĕн 23-мĕшĕнче çулталăк çитрĕ. Ниепле те тăна кĕрсе çитейместĕп… Ачасемпе, мăнуксемпе, вĕсен ачисемпе йăпанса, кăмăла çавăрса пурăнасчĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *