Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сĕтелçи теннис ăмăртăвĕнче тупăшнă

Сĕтелçи теннис ăмăртăвĕнче тупăшнă

Атнашри культура çуртĕнче сĕтелçи теннис вăййипе ăмăрту иртнĕ. Унта спортпа туслă шкул ачисемпе ял çамрăкĕсем тата ветерансем хутшăннă.

Ăмăртăва Атнаш территори пайĕн ертÿçи Антон Мартынов уçнă, кашнине пысăк çитĕнÿ тума ăнăçу суннă. Спортсменсен вăйă ăсталăхне Вячеслав Касьянов тĕп судья хакланă.

Ракеткăсене чи малтан шкул ачисем алла илнĕ. Парти хыççăн парти çĕнтерсе пырса Никита Петров пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăншăн пĕр пек очко пухнă Семен Петровпа Даниил Андреев тупăшнă. Финал партине Семен Даниилтан выляса илнĕ.

Çамрăксен вăййи уйрăмах хĕрÿ иртнĕ. Кашни тĕлпулура пысăк ăсталăх кăтартса Константин Васильев чемпион ята тивĕçнĕ. Пĕр очко кая юлса Александр Васильев иккĕмĕш вырăна тухнă. Антон Мартынов виççĕмĕш пулнă. Ветерансем хушшинче Анатолий Кузьмина çитекенсем пулман.

Çĕнтерÿçĕсене Атнаш территори пайĕ чысланă.

Вячеслав КАСЬЯНОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *