Воскресенье, 26 мая, 2024
Главная > Общество > Юбилейне паллă тунă

Юбилейне паллă тунă

Çеçпĕл ялĕнче пурăнакан Любовь Филипповна Волкова 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Унăн ĕç стажĕ 1951 çулта Шĕкĕрти 7 çул вĕренмелли шкулта (халĕ Çеçпĕл вăтам шкулĕ) аслă пионер вожатăйран пуçланнă. 1967 çултан пуçласа кĕçĕн классен учителĕнче тăрăшнă. Чăваш АССРĕн Çут ĕç министерствин Тав хутне, КПСС Чăваш обкомĕн Хисеп грамотине, Чăваш АССРĕн Министрсен Канашĕн Хисеп грамотине, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Вĕренÿ тытăмĕнчи ĕç стажĕ унăн 43 çулпа танлашать.

Любовь Филипповна мăшăрĕпе Александр Егоровичпа виçĕ хĕрпе пĕр ывăла пурнăç парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, вĕрентсе çын тунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *