Канашри муниципаллă округра пахча çимĕçе кăçал 20 гектар çинче акса-лартма палăртнă.
Вăл шутран севок сухан тата купăста вуншар гектар йышăнĕç. «Канмаш» хуçалăх сухан вăррине акас ĕçе вĕçленĕ те ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра Шпаков хресчен-фермер хуçалăхĕ купăстан кая юлса çитĕнекен «Муксума» сортне лартассипе тимлет.
Фермера çак яваплă ĕçре ывăлĕ Дима тата пĕлĕшĕсем пулăшаççĕ. Купăста калчине лартиччен çĕр ĕçченĕсем ăна ятарлă препаратпа им-çамлаççĕ, çакă пахча çимĕçе тĕрлĕ чир-чĕртен тата сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăран сыхлĕ.