Вторник, 25 июня, 2024
Главная > Публикации > Çĕр ĕçне мĕн ачаран хăнăхса ÿсĕç

Çĕр ĕçне мĕн ачаран хăнăхса ÿсĕç

Шкул çулне çитмен пепкесене ял хуçалăхĕпе паллаштарас тата тăван тавралăха юратма вĕрентес тĕллевпе ача сачĕсенче агролабораторисем йĕркелеме тытăнчĕç.

Çак кунсенче асăннă çĕнĕлĕх Уçырмари «Хĕвел» ача сачĕнче те хута кайрĕ. Асăннă проекта пурнăçа кĕртме «Агат» хуçалăх ертÿçи Николай Ильин пулăшнă. Вăл пахча çимĕç çитĕнтерме теплица тата тĕрлĕрен кирлĕ хатĕр туянса панă. Вăрлăхсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ тивĕçтернĕ.

Халĕ ача сачĕн теплицинче помидор, сухан, редис, хăяр, салат тата ытти çимĕç çитĕнет. Ачасем вĕсене хăйсем вăрăран акса шăтарнă. Воспитательпе пĕрле кунсерен сăнав ĕçĕсем ирттереççĕ, улшăнусене ятарлă тетраде çырса пыраççĕ.

«Агропромышленность комплексĕнчи çивĕч ыйту — кадрсем çитсе пыманни. Çамрăксем хулана туртăнни вара вырăнта татăклă мерăсем йышăнма хистет. Мĕн ачаран çĕр ĕçне хăнăхтарни, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарни лару-тăрăва улăштарма пулăшас шанăç пур», — терĕ муниципалитет ертÿçи Сергей Михайлов агролабораторие уçнă май.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *