Понедельник, 18 ноября, 2024
Главная > Публикации > Сад илемĕ чун-чĕрене тыткăнлать

Сад илемĕ чун-чĕрене тыткăнлать

Раççей кунĕнче Калиновка ялĕнче «Туслăх сачĕ» уçăлнă.

Çак илемлĕ вырăна ял хастарĕ Анатолий Семенов йĕркелесе янă, проекта пурнăçа кĕртме ăна çывăх çыннисемпе юлташĕсем пулăшнă.

Садри çутă кÿлĕ çийĕн хĕвел шевли вылять, çил вĕрнĕ майăн илемлĕ акăш кÿлеписем ишсе иртеççĕ. Шыв управĕ урлă каçă хывнă, сăрт çамкинче беседка вырнаçтарнă. Уява ял халăхĕ тата хăнасем йышлăн пуçтарăннă. Чăваш тумĕ тăхăннă «кĕмĕл волонтерсем» «Туслăх садне» тата та капăрлатнă.

«Пирĕн çак сад кунсерен ÿссе аталаннишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Вăл аслă ăруран хамăр тĕпренчĕксем валли хăварнă тупра. «Туслăх садне» çамрăксем упраса хăварасса тата çĕнĕ сывлăш кĕртессе шанса тăратăп», _ тет Анатолий Семенов.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *