Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Галина абрамова: «Чĕлхепе тĕнче уççи тытатăп»

Галина абрамова: «Чĕлхепе тĕнче уççи тытатăп»

Вĕрентекенсĕр тĕнчене профессор та, чаплă артист та… килеймест. Вăл ачасене пĕлÿ тĕнчине пуçласа илсе кĕрет, вĕсенчен ăслă-тăнлă, çĕршыва юрăхлă çын тăвассишĕн ырми-канми тăрăшать. Педагогсен пĕлтерĕшне кура Раççей Президенчĕ 2023 çула ахальтен мар Вĕрентекенпе вĕрентÿçĕ çулталăкĕ тесе палăртнă. Паян пичетленекен тĕрленчĕкре эпир пысăк чĕреллĕ Канаш тăрăхĕн хĕрĕ, вĕрентекен-кĕнекеçĕ çинчен каласа парасшăн. Вăл – Галина Васильевна Абрамова. Раççей Президенчĕн Грантне 3 хутчен тивĕçнĕ хастар, вырăс чĕлхиллĕ шкулсем валли «Чăваш чĕлхи» вĕренÿпе меслет комплексне 1-9-мĕш классем валли хатĕрлесе çитерме вăй çитернĕ автор, Чă-ваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей халăх учителĕ.

Журналист пулатăпах

Шупашкарти 59-мĕш шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Петр Дмитриевпа Дарья Фомина ?Ертÿçи _ И.А. Антонова педагог/ Галина Абрамова кĕнекеçĕн кун-çулне тĕпчесе республикăри «EXCELSIOR – 2023» фестиваль-конференцие хутшăннă, «Чăваш Енĕн просветителĕсем» секцире доклад вуласа çĕнтернĕ. Çамрăк тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх Галя Андреева мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса çитĕн- нĕ: 7 çулта кроликсем пăхнă, амăшĕпе «Мир» колхоз хи- рĕнче утă тавăрнă, кăшман, çĕр улми йăранĕсене кăпкалатнă, купăста шăварнă, 9-та ĕне сума хăнăхнă, 10-ра алсиш-чăлха çыхма вĕреннĕ, 14-ра ашшĕпе вăрман каснă.

Пуçламĕш класа Галя «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕçленĕ. Татмăшри вăтам шкулта та пĕлĕвĕпе палăрнă, пултаруллă хĕрачана тÿрех асăрханă — пионер отрячĕн председателĕ пулма суйланă. Аслă классенче — комсорг. 9-мĕш класра хастар хĕрача ялти «Чайка-262» тимур командине ертсе пыма тытăнать, нумай ырă ĕç тăваççĕ унăн тимуровецĕсем. Районти «Коммунизмшăн» тата республикăри «Пионер сасси» хаçатсем «вăрттăн пулăшуçăсем» çинчен материалсем пичетлесех тăраççĕ. «Галина Андреева комсомолка ертсе пыракан «Чайка» отряд ачисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен çурчĕсем çине хĕрлĕ çăлтăрсем вырнаçтарнă. Ялти пĕве хĕррине тата Янклат çырмине тирек, çăка, йăмра йывăçĕсене лартнă. Йывăçсем вăй илсе чĕрĕличчен вĕсене шăварнă, выльăх-чĕрлĕхрен сыхланă. Пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшасси – тимуровецсен тĕп тĕллевĕ», — çырнă ача-пăча хаçачĕ.

Вăтам шкула ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн çамрăк хĕр умĕнче пурнăç сукмакĕсем юпленнĕ: пĕр сукмакĕ ăна И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи ют чĕлхе факультетне илĕртнĕ, иккĕмĕшĕ — пиччĕшĕсемпе Лиза аппăшĕ вĕренекен И.Н. Ульянов ячĕллĕ университета. Журналист пулас ĕмĕт канăç паман хĕрупраçа. Унăн Татьяна Веденеева, Светлана Моргунова, Валентина Леонтьева пек телепрограммăсем ертсе пырас килнĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн Мускавра Олимпиада иртнĕ тапхăрта — 1980 çулта ĕнтĕ — Шуртан хĕрĕ Аслă шкул студентки пулса тăнă. Семестрсенче хаваслансах Хусантан куçса килнĕ Константин Пет-ров журналист-çыравçă занятийĕсене çÿренĕ, хаçатсем валли заметка-тĕрленчĕксем хайланă, сесси вăхăтĕнче вакунĕ-вакунĕпе литература вуланă.

Çуллахи тапхăрта, паллă, Галина _ ССО боецĕ. Историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕн студенчĕсенчен йĕркеленнĕ «Бригантина» отряд ĕçлессипе те, идеологи фронтĕнче те респуб- лика шайĕнче кĕрлесе çеç тăнă. Валери Тургай (халĕ халăх поэчĕ) командир боецĕсем пĕри тепринчен маттуртарах пулнă курăнать: Вениамин Смирнов (композитор), Ольга Воробьева-Тургай, Юрий Фролов (паллă журналистсем), Василий Цыфаркин («Тăван литература» учебникĕсен авторĕ), Галина Андреева-Абрамова (24 кĕнеке авторĕ), Юрий Егоров (МВД полковникĕ)…

Ашшĕпе амăшĕ ачаран ĕçе хăнăхтарни, йывăрлăха парăнтарма вĕрентни стройотрядра питех те кирлĕ пулнă çамрăка. Студентсем Вăрмар районĕнчи Сĕнтĕр ялĕнче 3 хутлă шкул çуртне хăпартнă: йĕкĕтсем кирпĕч хунă, сварка ĕçĕсене тунă, хĕрсем бетон çĕкленĕ. Ывăннине туйман та тейĕн, ĕç хыççăн ирттерекен ăмăртусенче Галина шывра ишессипе ыттисене тĕслĕх кăтартма пултарнă.

Студент тапхăрĕ, Александр Артемьев сăмахĕсемпе каласан, чи пылак вăхăт: вĕренÿ, ĕç, юрату. Малашлăхра Чăваш чĕлхине тапса туртакан Галина Андреева диплом ĕçне те журналистикăпах çырнă. 1917 çулта Ян Грасис большевик редакциленĕ «Чебоксарская правда» хаçат историне тĕпченĕ вăл, чылай интереслĕ факт тупса палăртнă. Кăларăмăн жанрпа тематикине тишкернĕ. Малашлăхра пичет, радио е телевидени редакцийĕнче ĕçлемелле пек те… Шăпа Галина Абрамовăна ВМК (вĕренÿпе меслет комплекчĕ) линейкин авторĕ туса хурать.

Чăваш Енри жанна д’ арк

2003 çулхи чÿк уйăхĕн- че республика парламенчĕ «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» Саккун кăларни наци чĕлхине вырăс чĕлхиллĕ шкулсене те илсе çитернĕ. Халăхăмăршăн çав тери пĕлтерĕшлĕ пулăм! Хула шкулĕсенче «Чăваш чĕлхи» предмета эрнере 3 сехетлĕ программăпа вĕрентме тытăнчĕç: ку ĕнтĕ – революцилле пулăм! Чăваш чĕлхин чĕрĕлĕвĕ, унăн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ! Телее, университетри чăваш филологийĕпе культура факультечĕ çителĕклĕ таранах учительсене те хатĕрленĕ — саккунра палăртнă тĕллевсене пурнăçлама кадрсем пур. Тĕллевĕ пархатарлă, вĕрентекенĕсем хăюллă, анчах инструментарийĕ — кĕнекесемпе дидактика материалĕсем çук. Чăваш чĕлхине ют чĕлхе пек вĕрентме меслет никĕсне хатĕрлемен. Маларах Г. Лукоянов, С. Юшков, М. Волков, З. Антонова, В. Игнатьева, Н. Чернова, И. Андреев хатĕрленĕ пособисем кивелнĕ.

Çакăн пек пăтрашуллă тапхăрта яланах пĕр-пĕр лидер — пуçаруллă çын — тупăнать. Чăваш чĕлхине аталантарас, «Чăваш чĕлхи» предмета кирлĕ шайра ирттерес шухăшлă педагогсем Галина Абрамова тавра пуçтарăнма тытăнаççĕ. Елизавета Иванова, Раиса Голанцева, Альбина Краснова, Ангелина Медведева, Валентина Лисицина Галина Абрамовăн идейисене шкулсенче сарма тăрăшаççĕ, автор ĕçĕсене рецензилеççĕ, пухусемпе канашлусенче, ларусенче хута кĕрсе калаçаççĕ, ырă сĕнÿсем параççĕ. Çак ырă ĕçре уйрăмах Елена Енькка педагог-художник пуçаруллă пулнине каламалла. 2004 çулта пуçаруллă педагог ĕçтешĕсене программăллă «Ускоренный курс современного чувашского языка» кĕнеке сĕнет. Республикăри Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра, ЧПУпа ЧППУри чăваш факультечĕ- сенче, Шупашкар хула администрацийĕнче пулса хăйĕн тĕллевĕсене пĕлтерет, хула шкулĕсем валли çĕнĕ учебниксем, методика кăтартăвĕсем, дидактика материалĕсем кирлине калать. Умри йывăрлăхсемпе тĕл пулать. Çак тапхăр пирки В. Станьял Г. Абрамова пултарулăхне тишкерсе çырнă «Дарить себя детям» кĕнекере çапла калать: «Наверное, Галина Васильевна единственная из чувашек Жанна д’Арк, которая вышла на баррикаду и в минуты отчаяния, в сердцах, открыто предложила чиновникам и академикам вести уроки в школьных классах по своим несостоявшимся учебникам. Это была отчаянная борьба молодого, но энергичного и профессионально подкованного, убежденного в своей правоте педагога».

Паллах, пурнăç ялан хура тĕспе сăрланмасть: 2005 çулта Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви вырăс чĕлхиллĕ чăваш шкулĕсем валли учебниксем хатĕрлессипе конкурс ирттерет. Авторсен комиссине пуçламĕш тата вăтам класс учебникĕсене тăратмалла. Конкурса çÿлерех асăннă аслă шкул ученăйĕсем, ЧРИО сотрудникĕсем хутшăнаççĕ. Вăрттăн сасăлавра икĕ номинацийĕпе те (1-4-мĕшпе 5-9-мĕш классем) Галина Абрамова çĕнтерни паллă пулать.

«Чи лайăх УМК»

Çанă тавăрсах ĕçе пикенет тăрăшуллă вĕрентекен: меслет тĕлĕшĕнчен пĕлÿ çитменрен педагогика университетĕнчи ют чĕлхе факультетĕнче пĕлÿ илет. Çĕрле, ачисем çывăрса кайсан, нимĕç, акăлчан, француз (японипе корея чĕлхи таранах!) чĕлхисене вĕрентмелли вăрттăнлăхсемпе паллашать (шкулти уроксенчен те никам та хăтарман!) Кĕске хушăрах 1-6-мĕш класс учебникĕсен, ĕç тетрачĕсен ал çырăвĕ- сене кĕнеке издательствине тăратать. Электронлă пособисем, кашни урок валли презентацисем хатĕрлет. 2009 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра чăваш учителĕ çырса хатĕрленĕ вĕрентÿпе меслет комплекчĕ ?вырăсла — УМК/ çĕршыври 160 наципе халăх хушшинче «Чи лайăх УМК» ята çĕнсе илет.

Кану, отпуск таврашне манса ĕçлени хăйĕн çимĕçне кÿнех ĕнтĕ. Вĕрентÿ министерстви сĕнĕвĕпе чăваш чĕлхине вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче вĕрентмелли программăсем çырать, 7-9-мĕш классем валли вĕренÿ комп- лекчĕсене хатĕрлесе çитерет, «Чăваш чĕлхин ÿкерчĕклĕ словарĕ», «Урокри телекоммуникаци технологийĕ» кĕнекесем, «И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» видеопрезентаци учительсем патне çитеççĕ.

Тĕрĕслĕхшĕн çунакан автор тунă çитĕнÿсемпе кăна лăпланса лармасть. Ăна чă-ваш çырулăхĕнчи орфографи ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Сăмахсене нормăламанни (чăвашсен пĕр сăмахах пĕрле те, уйрăм та çырма юрать иккен. Ытти чĕлхесенче кун пек пулăм пулнине илтмен) вĕрентекен умне çеç мар çыравçăсем, журналистсем, ăслăлăх ĕçченĕсем умне те пысăк йывăрлăх кăларса тăратать.

Республика пичетĕнче Г. Абрамова «Орфографи хуçисем камсем;» статья пичетлет, парламентпа республика Пуçлăхĕ патне «Уçă çыру» йĕркелет. ХХ ĕмĕрте çирĕп-леннĕ орфографине хÿтĕлесе СССР халăх артисчĕсем Вера Кузьмина, Валерий Яковлев, халăх çыравçисем Анатолий Кипеч, Сергей Павлов, Раиса Сарпи, филологи докторĕсем Виталий Сергеев, Галина Семенова… чăваш литературипе искусствинчи 150 çын алă пусать.

Çавăн пек çын вăл Галина Абрамова _ чăваш чĕлхишĕн çунса, тĕпĕртетсе тăраканскер. Хушăран чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупать тата: пахчара тем тĕрлĕ чечек çи- тĕнтерет, кавирсем тĕрлет, тухья-хушпу ăсталать, сăвă çырать. Сăвă тенĕрен, унăн йĕркисемпе хайланă юрăсем Чăваш наци радио эфирĕнче, «Россия» телерадиокомпани кăларăмĕсенче те янăраççĕ.

Унпа кĕнеке çырма хутшăнни маншăн – пысăк телей! Ăнăçу ăна!

Светлана РАЗУМОВА, «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ комплекчĕсен çум авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *