Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > 100 çулта тесе кам калĕ?

100 çулта тесе кам калĕ?

Ку кинемей пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă тесе ун çине пăхсан калаймастăн та. Тÿп-тÿрĕ кĕлеткеллĕскерпе, патак таврашĕсĕрех утса çÿрекенскерпе, пахчана тухса та ĕçлекенскерпе тĕлĕнмелли çеç юлать. Сăмах çак кунсенче 100 çул тултарса юбилей кĕрекине ларнă Анна Федотова çинчен пырать.

Анна Алексеевна Канаш районне кĕрекен Вăрманял ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Канашра медсестрасен курсне пĕтернĕ, Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме пуçланă. 1943 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ку ĕçре тăрăшнă, пенси çулне çитсен те юратнă ĕçне тÿрех пăрахман.

1945 çулта маттур хĕр Гурий Федотовпа пĕр çемье чăмăртанă. Гурий Федорович сельсовет председателĕнче нумай çул ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ, унăн ятне ял çыннисем халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Мăшăр виçĕ ачана пурнăç парнелесе çитĕнтернĕ, тĕрĕс воспитани парса анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă. Григорий ывăлĕ Çĕнĕ Шупашкарта чугун çул сферинче тăрăшнă. Женя хĕрĕ педагогра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Валентина амăшĕн çулĕпе кайса пурнăçне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă, нумай çул медсестрара вăй хунă. Паянхи кун хисеплĕ кинемее 6 мăнукĕпе мăнукĕсен 5 ачи тата пĕр кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ. Вĕсем хăйсен ăшшипе çупăрласа кичемленсе ларма памаççĕ.

Анна Алексеевна ĕмĕрĕпе фельдшерта ĕçлесе кам патне кăна çитмен-ши: çĕрле-и, канмалли кун-и, çумăр е çил-тăман-и — пулăшу кирлĕ пулсан вăл нихăçан та турткалашса тăман, чирлĕ çын патне васканă. Унчченхи вăхăтра ялсенчи фельдшерсемех ача та çураттарнă. Анна Алексеевнăн практикинче те кун пек тĕслĕхсем нумай пулнă. Çавăн пекех куç чирĕсемпе кĕрешесси çине вăл пысăк тимлĕх уйăрнă. Çакă унччен трахома вăйлă сарăлнипе те çыхăннă пулнă. Ĕçчен те тăрăшуллă фельдшера «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă.

Çак кунсенче Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата Ăвăспÿрт Кипеч территори пайĕн начальникĕ Владимир Иванов хисеплĕ юбиляр патне Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне илсе çитерчĕç. Хăнасем менелник хуçи патне пушă алăпа мар, хаклă парнепе тата чечек çыххипе килчĕç, ăшă сăмахсем каласа тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Çĕр çултан чылай çамрăкрах курăнакан кинемейрен нумай пурăннин вăрттăнлăхĕ мĕнрине ыйтмасăр чăтаймарăмăр. «Апат лайăх çимелле, эрех-сăра ĕçмелле мар, сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла», — терĕ вăл. Сăмах май, Анна Алексеевна яланах спортпа туслă пулнă. «95-ре чухне те чупма тухатчĕ-ха. Эпир ăна хăваласа та çитейместĕмĕр», — аса илеççĕ кÿршисем.

Нумай çул медицина тытăмĕнче вăй хунине кура юбиляра саламлама Канаш район больницинчен те килнĕ. Паянхи медицина ĕçченĕсене Анна Алексеевна яланах çыншăн тăрăшма сунчĕ: «Хуть те хăш вăхăтра сиплеме хатĕр пулас пулать. Чир йывăр вĕт вăл, вăхăтра сиплемесен вĕлерме те пултарать», — тесе палăртрĕ.

Вырăнти культура тытăмĕн ĕçченĕсем çепĕç юрăсем шăрантарса юбиляра саламларĕç, ял çыннисем хисеплĕ ватта тав туса малалла та такăр пурнăç сукмакĕпе хавхаланса утма сунчĕç. «Тавтапуç пурне те мана хисепленĕшĕн. Çирĕп сывлăхлă пулăр. Сывлăх пулсан пурăнать çын», — пехил пекех янăрарĕç кинемейĕн сăмахĕсем.

Наталья Калашникова

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *