Канаш округĕн тĕп больницинче пациентсене эмелпе кăна мар, техĕмлĕ чейпе тата витаминпа пуян коктейльсемпе те сиплеççĕ. Кун пек методика физиотерапи уйрăмĕнче выртакансене уйрăмах ырă витĕм кÿрет.
Тухтăрсем сиплĕ шĕвеке хатĕрленĕ чухне эмел курăкĕсемпе тата тĕрлĕрен çырлапа анлăн усă кураççĕ. Пациентсем вĕсене ĕçсен хăйсене лайăх туйнине, вăй кĕнине тата кăмăл çĕкленнине калаççĕ.
Татьяна НИКОЛАЕВА