Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хуçалăха чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ертсе пынă

Хуçалăха чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ертсе пынă

Василий Николаевич Платонов 1929 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вăрăмпуç ялĕнче çуралнă.

Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн тăван «Коминтерн» хуçалăха кĕтÿç пулса вырнаçнă. Çав тапхăр йывăр вăрçă çулĕсене лекнĕ. Виçĕ çул колхоз кĕтĕвне кĕтнĕ хыççăн каччăн салтака кайма ят тухнă. Вăл Совет çарĕнче 1949 çултан пуçласа 1952 çулччен пулнă.

Хĕсметрен таврăнсан Василий Николаевича «Коминтерн» колхозăн уй-хир бригадирĕ пулма шаннă. Тепĕр çултан пултаруллă каччăна райком партийĕ Шупашкара вĕренме янă. Виçĕ çул хушшинче вăл çамрăк агроном дипломне алла илнĕ.

Ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн Василий Платонов тăван хуçалăхра агроном пулса ĕçлеме тытăннă. 1959 çулта ăна «Путь Ленина» колхоз председателĕ пулма суйланă. Вăл асăннă хуçалăха 22 çул тÿрĕ кăмăлпа ертсе пынă. Ял хуçалăх отраслĕнче пысăк кăтартусем тунăшăн «Путь Ленина» колхоз ЦК КПССăн тата РСФСР Министрĕсен Канашĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавне илме тивĕçнĕ. 1974 çулта Василий Николаевича Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ хисеплĕ ят парса чысланă. Унăн сумлă ытти награда та чылай.

Хальхи вăхăтра Василий Николаевич Вăрăмпуç ялĕнче пурăнать, çитес эрнере ытларикун вăл 94-мĕш çуралнă кунне паллă тăвĕ.

Валерий ДОЛГОВ,
вырăнти АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *