Вторник, 10 декабря, 2024
Главная > Публикации > Тăванлăха яланах упрасчĕ

Тăванлăха яланах упрасчĕ

Чулкăмака ялĕнче пурăнакан Мария Ефимова çак кунсенче 90 çул тултарса 10-мĕш теçеткене çирĕппĕн ура ярса пусрĕ. Сумлă юбилейпа ăна Мăкăр ялĕнчи «Туслăх» ушкăн пĕтĕм чун-чĕ-ререн саламларĕ.

Кĕтмен парне тăваканĕсем юбиляр патне ытам тулли чĕрĕ чечек çыххипе, чăн чăваш юрри-ташшипе килсе çитрĕç. Вероника Долматова баянпа ?вăл кÿршĕ хĕрĕ пулнă, унăн асламăшĕ Пелагия Николаевна та Мăкăр ялĕнчен Чулкăмакана качча пынă/, Вероника Иванова хут купăспа («Туслăх ушкăн ертÿçи), Валентина Федорова чăваш юрри-кĕввине кил хуçин мăшăр куçĕсенче çутă çăлтăр шевли выличчен шăрантарчĕç.

Мария Ефимовăпа хăнасем хаваслă та савăнăçлă кăмăл-туйăмăн иксĕлми хумĕсем çинче «ярăнчĕç». Юбиляр çамрăклăх çулĕсене аса илсе артистсене алă çупса хавхалантарчĕ, ура тапса пĕрле ташларĕ, вăрăм çула кĕскетсе уява килнишĕн чĕререн тав турĕ, тăванлăха мухтаса малашне те упрама сĕнчĕ.

Сумлă юбилей ячĕпе, Мария Власовна! Ватлăху сирĕн канлĕ килтĕр, ачăрсемпе мăнукăрсен юратăвĕ сире ăшăтса вăй-хал парса тăтăр. Çывăх çыннăрсен пулăшăвĕпе ăнланăвĕ те чунри çуната çĕклетĕр, тарават та ăш пиллĕ кил хуçин ыр кăмăллăх вучахне татах та хĕмлентерсе тăтăр. Пирĕшти яланах çумра çÿретĕр, сар хĕвел ăшшипе, çут тĕнче илемĕпе малашне те савăнса пурăнмалла пултăр. 100 çулхи юбилее кĕтсе илме Турри пиллетĕр.

Кун-çулăн çăл куçĕ малашне те шăнкăртатса пĕр тикĕссĕн юхтăр сирĕн, Марье аппа. «Эсĕ пуррипе кил-çурт çутăрах, янкăр таса куçу ăшшăн пăхсан хаваслăх хĕмленет, пурнăçăм та ăнăçать», — тет хаваспа ăна пăхса пурăнакан мăнукĕ Мария.

Çак паллă кунта кинемейĕн чун-чĕри чăннипех те савăнăçпа тулчĕ. Хăй вăхăтĕнче вăрçă ачи пулнă май Марье аппа асап-тертне сахал мар тÿссе ирттернĕ. Вăл чылай çул Канашри çăматă тăвакан фабрикăра вăй хунă, вырăнти культура çуртне тата шкулсене çĕкленĕ çĕрте сахал мар пилĕк-çурăмне авнă, колхоз ĕçĕнчен те пăрăнса юлман.

Марье аппа мăнуксенчен пуян. Ануфрий мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕннĕ.

«Утас çулăрсем такăр та çутă пулччĕр, кулленхи ĕçĕрсем ăнса пыччĕр», — ырă сăмахсемпе пиллерĕ ватă кинемей хăнасене савăнăç парнеленĕшĕн тав туса.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *