Четверг, 22 февраля, 2024
Главная > Публикации > Дружинниксем ăмăртнă

Дружинниксем ăмăртнă

Нумаях пулмасть Канаш муниципаллă округĕнче «Чи лайăх дружинник» конкурсăн муниципаллă тапхăрĕ иртнĕ.

Çак конкурса халăх дружинисен ĕçне йĕркелессинчи паха опыта тĕпчес, пĕтĕмлетес тата анлăн сарас, обществăри йĕркене сыхлассинче пысăк кăтартусем тунă чи маттур дружинниксене палăртас, дружинниксен пĕлĕвĕсене тарăнлатас, çынсене обществăри йĕркене сыхлас ĕçе анлăн явăçтарас тĕллевсемпе йĕркеленĕ.

Канаш муниципаллă округĕн администрацийĕ вырăнти ШĔМ уйрăмĕпе пĕрле йĕркеленĕ конкурса округри «Халăх дружини» обществăлла организацин дружинникĕсем хутшăннă.

Конкурсантсене хакланă чухне юридици пĕлĕвĕсем (халăх дружинин ĕçĕн право уйрăмлăхĕсене пĕлни), ÿт-пÿ хатĕрленĕвĕ, пĕрремĕш пулăшу пама пĕлни çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Комисси кашни ене хакласа балсем панă.

Пĕтĕмлетÿсем тăрăх Сиккасси территори уйрăмĕн дружинникĕ Вячеслав Шпаков мала тухнă, «Канаш муниципаллă округĕн чи лайăх дружинникĕ» ята тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Хучел территори уйрăмĕн дружинникĕ Алина Сулагаева, виççĕмĕш вырăнта — Пайкилт территори уйрăмĕн дружинникĕ Алексей Андреев.

Комисси членĕсем дружинниксене конкурса активлă хутшăннăшăн тата муниципаллă округри йĕркене сыхлас ĕçре тăрăшнăшăн тав тунă, çĕнтерÿçе тата призерсене Дипломсемпе тата парнесемпе чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code