Ветеринари врачĕ – професси çеç мар, ку вăл — чун туртăмĕ. Ветеринар хăйĕн пациенчĕсене сăмахсăрах ăнланма, вĕсен ыратăвне чунпа туйма, вĕсене пулăшма пултарать. Ахальтен мар ветеринар ырă кăмăллă, пысăк чунлă çынсен профессийĕ теççĕ. Нумаях пулмасть çак хăйне евĕр ĕçре вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă тунă.
Патшалăх ветеринари службин Канаш районĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн начальникĕ Михаил Кошкин пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламланă, ветеринари службин ĕçĕпе кĕскен паллаштарнă. Паянхи куна муниципалитет округĕнче выльăх чирĕсемпе кĕрешекен 1 станци, 3 участок ветеринари лечебници, 10 ветеринари участокĕ, 1 ветеринари пункчĕ, 2 ветеринарипе санитари экспертизин лабораторийĕ, 1 ветеринари аптеки ĕçлеççĕ. Вĕсене пурне те кирлĕ сĕтел-пуканпа, сивĕтекен хатĕрсемпе, инструментсемпе, эмелсемпе, ветеринари хатĕр-хĕтĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Ĕç вырăнĕсенче Интернетпа çыхăнтарнă оргтехника пур, электронлă документсен çаврăнăшĕпе активлăн усă кураççĕ.
Ветеринарсем чирлĕ выльăха сиплеççĕ çеç мар, чирсен профилактики енĕпе тимлеççĕ, шанса панă территорири эпизооти лăпкăлăхне тытса пыма мерăсем йышăнаççĕ. Вĕсем тăрăшнипех юлашки çулсенче çĕпĕр язви, туберкулез, бруцеллез, чума тата ытти хăрушă чирсен тĕслĕхĕсем пулман. Юлашки çулта çынсем выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе наркăмăшланнă, выльăхран тĕрлĕ чир ертнĕ тĕслĕхсем те регистрацилемен. Кăçал хуçасăр чĕр чунсен шутне йĕркелес енĕпе те чылай ĕç туса ирттернĕ, Канаш хулин тата округĕн территорийĕнче çакăн пек 177 чĕр чуна тытнă.
Çавăн пекех ветеринари ĕçченĕсем ĕнесене витаминизаци тăваççĕ, выльăха тата кушаксемпе йытăсене тĕрлĕ чирсенчен вакцинацилеççĕ, выльăх апачĕн пахалăхне тĕрĕслеççĕ, территорине турттарса килекен чĕрĕ выльăха тата кайăк-кĕшĕке тĕрĕслесе кĕртеççĕ. Çакă йăлтах хăрушă инфекци чирĕсем сарăласран пулăшать.
ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Михайлов та ветеринари службин ĕçченĕсене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă, малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума суннă. Уявра чи пултаруллă та тăрăшуллă ĕçченсене Тав хучĕсемпе тата Хисеп грамотисемпе чысланă.
Наталья КАЛАШНИКОВА