Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хĕвел çаврăнăшĕ ăнса пулнă

Хĕвел çаврăнăшĕ ăнса пулнă

Канашри муниципаллă округра хĕвел çаврăнăш пуçтарма тухнă. Палăртса хăварар, вырăнти ял хуçалăх ĕçченĕсем техника культурисене кăçал 5072 гектар çинче çитĕнтернĕ. Вĕсенчен 2100 гектарĕ — шăпах хĕвел çаврăнăш уйĕсем. Асăннă лаптăкăн пысăк пайĕпе (2070 гектарпа) «Август-Кайбицы» ĕçленĕ.

Инвестор хĕвел çаврăнăшне Вăтакас Кипечпе Ăвăспÿрт Кипеч тата Шаккăл ял территорийĕсен уйĕсенче çитĕнтернĕ. Çуркунне хĕвел çаврăнăш тĕшшинче 50 процентран кая мар çу упранакан «Сузука» сорта акса хăварнă. Çу культури ăнса пулнă, комбайнсем пĕр гектартан вăтамран 25 центнер ытла тухăç пуçтарса пыраççĕ. Нÿрĕк шайĕ 11-14 процентран пысăк мар.

«Август-Кайбицы» пĕрлĕх округ уйĕсене тĕрлĕ модификациллĕ 13 комбайн илсе килнĕ. Пысăк тиевлĕ автомашинăсене ана тăрăх çÿретес мар тесе комбайн çинчен пушатнă тухăçа çул хĕррине ятарлă прицеп çаклатнă тракторсем турттарса тухаççĕ. Унтан хĕвел çаврăнăшне Хусанти тип çу заводне ăсатаççĕ.

Уй-хир ĕçĕсемпе çак кунсенче муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов вырăна тухса паллашрĕ, çĕр ĕçченĕсене çанталăк кăмăлĕ улшăниччен кашни уяр кунпа тухăçлă усă курма каларĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *