Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Юман тата чăрăш хунавĕсем лартнă

Юман тата чăрăш хунавĕсем лартнă

Çĕршывра вăрмансен лаптăкĕсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе çулсерен тĕллевлĕ акци йĕркелеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн çуркунне тата кĕркунне тĕрлĕ йывăç хунавĕ лартса хăвараççĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ те пархатарлă ĕç «Экологи» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать.

Канашри муниципаллă округăн экологи десанчĕ çак кунсенче Шăхасан салине çитнĕ. Çĕр ытла çын (вăл йышра округ администрацийĕн, территори пайĕсен ĕçченĕсем, ял çамрăкĕсем тата Шăхасанпа Вырăскас Пикших шкулĕсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем) юман тата чăрăш хунавĕсем лартнă. Кĕçех сала çумĕнче 500 ытла çĕнĕ йывăç ÿссе тÿпенелле кармашĕ, çырмана çурхи шыв-шур çурса каясран сыхлĕ.

Округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова экологи акцине хутшăннă кашни хастара тав тунĕ, çут çанталăка витĕмлĕ пулăшу кÿресси хамăртан нумай килнине каланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *