Главная > Публикации > Эпир вĕсемпе чăннипех мăнаçланатпăр

Эпир вĕсемпе чăннипех мăнаçланатпăр

Мăкăр ен аслă ÿсĕмри сумлă та тарават тата ĕçчен ветерансемпе пуян. Эпир вĕсемпе чăннипех мăнаçланатпăр. Кашниех тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван район, çавăн пекех Чăваш Ен экономикипе культурине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та, чун ыйтнипе, мехел çитерсе çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Аслă ÿсĕмре тесе алă усса лармаççĕ, чун-чĕрине хаваслăх кĕртме хăйсемех тăрăшаççĕ. Кам, калăпăр, тăван тавралăха тĕпчет, кам тăван культурăна аталантарас енĕпе кăсăкланать, юратнă ĕçре çитĕнÿсем туса савăнать, обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать.

Ветерансем хевтесĕр пĕччен пурăнакансене те пулăшаççĕ, ыр кăмăллăх акцисенче тăтăшах палăраççĕ. Ватăсен кунĕнче, акă, туслă ушкăна чăмăртанса ялти культура çуртне пуçтарăнчĕç.

Çамрăк ăру ячĕпе мероприятире Сергей Яковлев сăмах илчĕ. Аслă ăру яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине савăнса пĕлтерчĕ, обществăлла пурнăçа хастар хутшăннăшăн тав турĕ, ветерансене çамрăк ăру енчен малашне те çителĕклĕ тимлĕх уйăрассине шантарчĕ.

Уяв çавра сĕтел хушшинче малалла тăсăлчĕ. Ветерансене ялти клуб заведующийĕ Вероника Иванова саламларĕ. «Туслăх» фольклор ушкăнĕ вĕсене чăвашсен юрри-ташшине парнелерĕ. «Кĕмĕл» ÿсĕмрисем çамрăк чухнехи юратнă юррисене аса илсе шăрантарчĕç.

Техĕмлĕ вĕри чей, тутлă кучченеç вĕсен кăмăлне çемçетрĕ, чун-чĕринче ырă шухăш-туйăм хускатрĕ.

Ветерансен ячĕпе ялти тавра пĕлÿçĕ Леонид Михайлов сăмах илчĕ. Вырăнти артистсене уяв йĕркелесе панăшăн, ялти ватăсене хисепленĕшĕн тав турĕ. «Мĕнпе пуян Мăкăр ялĕ тесен иккĕленмесĕрех хуравлатăп. Мăнаçлă кĕперпе кăна мар, сумлă та тарават, ĕçчен ял-йышпа тата туслăх кăшăлĕпе пуян. Ламран-лама пыракан ырă йăла-йĕркене малалла тăсар», — терĕ ялти хисеплĕ çын.

«Паян аслă ÿсĕмри çынсене хисеп турăмăр. Тĕл пулу йĕркелесе çавра сĕтел хушшине лартăмăр. Тепĕр уяв та алăкран шаккать. Вĕрентекенсен кунĕ Мăкăр ялĕнче пурăнакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ, кунта сахал мар педагог пурăнать», — терĕ Вероника Иванова уява вĕçленĕ май.

Сăмахран, Михайловсем хăйсен йăхне педагогикăпа çыхăнтарнă. Леонид Николаевич мăшăрĕпе Римма Павловнăпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Мăкăрти 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ.

Çывхарса килекен уявпа саламланă май тĕрĕ ăсти Вероника Иванова педагогика ĕçĕн ветеранĕсене сыхлав палли парнелерĕ. Уяв ăш-пиллĕ лару-тăрура иртнине пытармарĕç ватăсем. Кĕрхи илемлĕ те хĕвеллĕ кун чăваш юррисене шăрантарса тата ташшисене ташласа савăнчĕç.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *