Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Манăн анне – вĕрентекен

Манăн анне – вĕрентекен

Ăна Людмила Алексеевна Кузнецова тесе чĕнеççĕ. Вăл Аслă Мами ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вун тăххăрмĕш çул вăй хурать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – вăтăр пĕр çул.
Анне – шкул директорĕн çумӗ тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл хăйĕн ĕçне тăрăшса пурнăçласа пырать, ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Уроксене интереслĕ ирттерме, çĕнĕлле вĕрентме тăрăшать, ачасене тĕрлĕ конкурса явăçтарать. Хăй те çулсерен район тата республика шайĕнче иртекен конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса пултарулăхне тĕрĕслет, çитĕнÿсем тăвать.
Анне 1974 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Маяк ялĕнче çуралнă. Малтан Маяк, кайран Сиккасси шкулĕсенче пĕлÿ пухнă. Шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, çав вăхăтрах Мăкăр шкулĕнче ĕçленĕ.
Манăн анне – ырă чунлă çын. Эпир унпа калаçса ларма юрататпăр. Хăйĕн ачалăхĕ, шкул пурнăçĕ çинчен каласа парать. Сăмах май, вăл ырă сĕнÿсем парать, çынсене хисеплеме, хама йĕркеллĕ тытма, хăйĕн пек маттур пулма вĕрентет. Эпĕ аннене яланах пулăшатăп, шкулта тăрăшса вĕренетĕп. Вăл манăн çитĕнÿсемпе питĕ савăнать.
Аннем, эсĕ манăн çумра пулсассăн, мана юратсассăн – эпĕ телейлĕ.

Виктор КУЗНЕЦОВ,
5-мĕш класра вĕренекен

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *