Тăрăн ялĕнче пурăнакан Николаевсемпе Семеновсен çемйисене Канашри ЗАГС пайне йыхравланă.
Çак кунсенче Михаил Николаевичпа Римма Евстафьевна çемье çавăрнăранпа — аллă çул, Геннадий Романовичпа Зинаида Константиновна пĕрлешни вара 55 çул çитнĕ.
«Ылтăн» тата «изумруд» туйсене паллă тăвакансене округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова, ЗАГС пайĕн ертÿçин çумĕ Ирина Сергеева тата çывăх тăванĕсем саламланă. «Улах» фольклор ушкăн артисчĕсем телейлĕ мăшăрсене илемлĕ юрă-кĕвĕ парнеленĕ.