Пятница, 13 декабря, 2024
Главная > Публикации > Салтак шкул ачисемпе тĕл пулнă

Салтак шкул ачисемпе тĕл пулнă

Энтрияль шкулĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă салтак ачасемпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Сергей Ильин хăй те çак шкултах вĕреннĕ. Тăван тăрăха çар çынни кĕске отпуска кăна курма килнĕ пулин те çамрăксемпе курнăçма вăхăт тупнах.

Шкул ачисем паттăр ентеш калаçăвне тимлĕн итленĕ, салтаксен вăрçă хирĕнчи пурнăçĕпе уйрăмах кăсăкланнă. Сергей пирĕн салтаксем Украина çĕрĕ çинче çĕршыв интере- сĕсене тивĕçлĕн пурнăçланине, йывăрлăхсене пĕрле туслăн çĕнтерсе пынине каланă. Тĕрĕслĕх пирĕн енче пулнине, ачасене кашнине Тăван çĕршыв патриочĕ пулса çитĕнмеллине палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *