Муркаш тăрăхĕнчи Кашмаш культура çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен уявне халалласа «Хĕрарăм, санăн умăнта таятăп пуçăма» республика конкурсĕн финалĕ иртрĕ. Ăна кăçалхипе пиллĕкмĕш хут йĕркелерĕç. Финалта мала тухассишĕн хĕрарăмсем 8 муниципаллă округран тупăшрĕç. Канаш енрен çак конкурса Мăкăрти культура çуртĕнче тăрăшакан Вероника Иванова хутшăнчĕ. Ăна пултарулăхне сцена çинче тĕрлĕ енлĕ кăтартма хăй ертсе пыракан «Туслăх» тата Катекри «Улах» фольклор ушкăнĕсем пулăшса пычĕç.
Уяв питĕ савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Тупăшăва килнисем яланхиллех чи малтан хăйсен пултарулăх ушкăнĕсемпе «Улах» вăййине хутшăнчĕç. Унта вĕсем хăйсем мĕн ĕç тума ăста пулнине кăтартса пачĕç.
Пирĕн ентеш Вероника Иванова жюри членĕсене сыхлав паллисем (оберег) парнелерĕ. Канаш енĕн сумлă фольклор ушкăнĕсем куракансене чăвашсен юрри-ташшипе тата тăван халăхăн капăр тумĕпе тыткăнларĕç. Тÿресем «Улахра» кашни конкурсантăн пултарулăхне тимлĕн сăнаса хак пачĕç.
«Улах» вĕçленсен чăваш апат-çимĕçĕн куравĕ уçăлчĕ. Кашни конкурсант хăй хатĕрлесе килнĕ пĕр-пĕр чăваш апачĕ çинчен каласа пачĕ, хăнасене сăйларĕ. Ăмăртăва 8-мĕш номерпе хутшăннă пирĕн ентеш Вероника Иванова чăвашсен юратнă апачĕпе — чăкăтпа паллаштарчĕ.
— Тăванăмăрсем, ентешсем! Ырă йăла-йĕрке сирĕн тăрăхра манăçа тухман-и, хаклă хăнасене кĕтсе илме чăкăт пĕçерме манман-и? Аса илме кăмăл тăвакансен кăмăлĕсене тивĕçтерер, аса илтерер, манăçа тухасран рецептне çырса та илĕр, — акă мĕнлерех пуçларĕ вăл чăваш апачĕн презентацине. Унтан чăкăта мĕнле хатĕрленине тата мĕнпе çини çинчен каласа кăтартрĕ.
— Паянхи уява ĕлĕкхи йăлана пăрахмасăр, çĕннине кăлармасăр эпĕ чăкăт пĕçерсе килтĕм. Чăкăта çакăн пек йĕркепе турăм: тăпăрчă çине çăмарта ятăм, кăштах тăвар хушрăм, кайран вара хăйма хушса пăтраштартăм. Пулнă хатĕре çăка хуппинчен хатĕрленĕ кăшăлсем çине вырнаçтарса ывăспа кăмакана лартрăм. Вĕри кăмакаран тутлă чăкăтсем часах пиçсе те тухрĕç. Анне вĕрентсе хăварни усăсăр ĕç пулмарĕ. Чăкăта мĕнпе çиеççĕ-ха? Ăна уйранпа сыпса çиеççĕ. Уйранне мĕнле хатĕрленине те каласа кăтартам. Сĕтлĕ-турăхлă хутăша уйран çÿпçине яраççĕ, унтан хурçипе уçлаççĕ. Çăва пуçтарса илсен уйран хатĕр те. Ăна сивĕ çĕре лартаççĕ. Уйранĕ тутлă пултăр тесе тапăртатса ташласа уçларăм. Вăт çапла эпир Канаш енĕн пултаруллă та маттур, ĕçчен те вашават хĕрарăмĕсем! — терĕ тулли кăмăлпа Вероника Иванова.
Уява чăваш апачĕсенчен чăкăт кăна пĕçерсе пынă пулĕ тетĕр-и? Кил вучахăпе ăшшине упракан пултаруллă ентешĕмĕр тÿресен умне 30-ра яхăн чăваш апатне астивме кăларчĕ, сĕтел çинче тултармăш, тĕрлĕрен кукăль, кăмакара пĕçернĕ хур-кăвакал ашĕ, кĕселпе тинкеле тата ытти пулчĕ. Асăннă апат-çимĕçе хатĕрлеме вĕренес текенсене вăл Мăкăр ене хăнана йыхравларĕ. Уявра чăваш апатне хатĕрлес енĕпе канашсене çитекенсем пулман.
Палăртса хăварма кăмăллă, кашни чăваш апачĕ умне Вероника Иванова хăйĕн рецептне чăваш тĕрриллĕ рамкăна вырнаçтарнă пулнă.
Куравра çавăн пекех конкурсант хăй хатĕрленĕ алă ĕçĕсем те пĕлтерĕшлĕ вырăн тупрĕç. Хăйĕн пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартакан визитка конкурсра хăнасемпе тÿресем тĕрлĕ тĕслĕ тухьяпа, масмаксемпе, ал шăллисемпе, салфеткăсемпе, йăх несĕлĕн йывăççипе тата Мăкăр ялĕн карттипе кăсăкланса паллашрĕç. Çак хатĕрсем пирĕн ентеш туслă, ĕçчен тата тарават çемьерен пулнине сăнласа пачĕç.
Вероника Иванова пĕр вăхăтрах ăста водитель те, пултаруллă артист та, повар та, çĕвĕç те… Çĕвĕç тенĕрен, конкурс валли вăл ятарласа капăр шурă кĕпе çĕленĕ, ăна чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ. Масмакĕпе хушпăвне те хăех хатĕрленĕ. Кашни конкурс вăхăтĕнче хăй çĕленĕ тумпа тухрĕ.
Чăвашлăха юратни, ăна упраса хăварма тăрăшни, юратнă ĕçре чуна парса ĕçлени, тăван халăхăн юрри-ташшине кăмăллани ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулчĕ, вĕсен чун-чĕрине пуялатрĕ. Сцена çинче те вăл чăн-чă-вашла калаçрĕ, мăнаçланса тата савăнса тăван халăх юррисене шăрантарчĕ, акăш евĕр ярăнса чăваш ташшисене ташларĕ. Йĕкĕреш мăнукĕсем Машăпа Тая юрласа тата музыка инструменчĕсемпе выляса ăна пулăшса пычĕç.
Конкурс йĕркипе унта хутшăннисен куракансене чăвашсен пĕр ырă йăли-йĕркипе паллаштармалла пулчĕ, мăкăрсем çакăн валли «Ĕне ырри» суйласа илчĕç.
Конкурса хутшăннă кашни хĕрарăма тĕрлĕ номинацире чысларĕç, Вероника Иванова «Тĕпел хуçи» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Саламлатпăр, юратнă ĕçре ăнăçупа çитĕнÿ сунатпăр!
Вероника ИВАНОВА