Среда, 20 ноября, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ музей хута кайнă

Çĕнĕ музей хута кайнă

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене халалласа лартнă мемориал комплексĕнче музей уçăлнă тата астăвăм митингĕ иртнĕ.

Музея çĕнĕ информаци хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ, вăл курма килекенсене хÿтĕлев чиккисене тунă паттăрсемпе вĕсен пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ çинчен туллин паллаштарĕ. Музей çуртĕнче вăрçă çулĕсенче тыл ĕçченĕсем усă курнă паха экспонатсем те чылай.

Мемориал комплексĕнчи музей çуртне çĕршыври «Культура» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хăпартма май килнĕ. Çак тĕллевпе Чăваш наци музейне федераци бюджетĕнчен 11 миллион ытла тенкĕ укçа панă. Палăртнă укçаранах музей валли мультимедиа хатĕрĕсем те туяннă. Пĕлтерĕш- лĕ ĕç валли республика бюджечĕ тата Чăваш наци музейĕ хăй те укçа-тенкĕ уйăрнă пулнă. Музея çамрăксем Пушкин карттипе кĕрсе курма пултараççĕ.

Аса илтеретпĕр, Куславкка тăрăхĕнчи Куснар сали çывăхĕн-че вырнаçнă мемориал комплексне пĕлтĕр утă уйăхĕнче уçнă. Мемориалта 38 тимĕр стела вырнаçтарнă, кашни Чăваш Енри хÿ-

тĕлев сооруженийĕн вунă çухрăмне палăртать. Комплексра ĕмĕр сÿнми çулăм та ялкăшать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, çитес вăхăтра унта часавай тата кану вырăнĕ- сем те тума палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *