Ăвăспÿрт Кипечре ĕçчен, ырă кăмăллă тата тăрăшуллă çынсем нумай. Яла капăр урамĕсем илем кÿреççĕ, пÿрчĕсем пĕринчен тепри капмар. Унăн хисепне шкул тата та ÿстерет.
Çамрăксем малалла ăнтăлни, ватăсенчен ăс илсе юлма тăрăшни савăнтарать. Эпĕ хаçат тусĕсене çак яла чунтан юратакан çынпа паллаштарасшăн. Вăл — Нина Павловна Фомина. Унран вĕренмелли те, пурнăç саманчĕсемпе тĕлĕнмелли те пур.
Нина Павловна 1946 çулта Казахстан Республикинчи Чкалов районне кĕрекен Золоторунное ялĕнче çуралнă. Ку вырăна мăн аслашшĕн çемйи Крымран пурăнма куçса килнĕ. Вĕсем Крымра тĕпленсе пурăнакан нимĕçсем шутланнă. Пурăнмалли вырăна улăштарс йĕркене правительство шайĕнче йышăннă пулнă.
Золоторунное казахсен ялĕ. Анчах та унта тĕрлĕ халăх пурăннă. Ют çĕрте пурнăç пуçласа яма пĕрре те çăмăл пулман: чĕлхе вĕренмелле, йăли-йĕркине хăнăхмалла. Пÿрчĕсем тăмпа улăма çăрса тунăскерсем пулнă. Аслисем ĕçпе йăпаннă, ачасем шкулта виçĕ чĕлхе вĕреннĕ: казахла, вырăсла тата нимĕçле.
Нина Павловна ялта кĕçĕн класс пĕлĕвне илнĕ, унтан юнашар яла çÿренĕ. Сакăр класс хыççăн районта педагогика кла- сĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăк вĕрентекен Талдыкуль шкулĕнче кĕçĕн классене пĕлÿ пама тытăннă, çав вăхăтрах нимĕç чĕлхин урокĕсене те ертсе пынă.
— Пурнăç йывăрччĕ, тĕрлĕ халăх туслă пурăнни çеç вăй паратчĕ. Атте ир çĕре кĕчĕ. Анне икĕ пиччене тата мана пĕччен ура çине тăратрĕ. Темиçе хутчен те çунса кайса нуша куртăмăр. Ачалăхăм тăм пÿртсенче иртрĕ. Эпĕ пĕчĕк чухне чирлĕрех ача пулнă. Анне мана вилет пулĕ тесе питĕ куляннине каласа паратчĕ. Тухтăр хытарса каланине вара яланах асра тытатчĕ: «Ан макăр, ку ача вилмест, сывалать, хăвна ватлăхра шывпа çăкăр параканни пулать». Чăн та çак сăмахсем тÿрре тухрĕç. Чăваш каччипе Яким Петровичпа паллашрăм. Вăл Казахстана тракториста вĕренме пынăччĕ. Училищĕрен вĕренсе тухсан каялла таврăнчĕ. Салтакра пулнă хыççăн ман пата килчĕ. Юратрăм, шантăм, кĕтрĕм ăна, — çапла аса илет Нина Павловна çамрăклăхне.
Сăмах çăмхине малалла сÿтнĕ май пит-куçĕ çуталать, кулă та палăрать. Ырри — ырах çав. 1968 çулта вĕсем Чăваш Ене куçса килеççĕ. Алăра — икĕ уйăхри ывăлĕ Володя. Тăван амăшне пиччĕшĕсем пăхасса шантарман, вăл вара пĕр иккĕленмесĕр хĕрĕн çемйипе çула тухнă. Кунтах канлĕ ватлăхне ирттерсе куçне хупнă.
— Манăн упăшка ĕçчен çын пулнине куçпа кураттăм, шанчăк- лă пулнине чун туятчĕ. Юратупа, савăнăçпа, мал ĕмĕтпе, аннепе вĕçсе килнĕ пек çитрĕмĕр çĕнĕ вырăна. Пиччĕшĕсем пÿрт ларт-са уйрăлса тухнă, аппăшĕсем çемьеллĕ. Эпир те çине тăрса тĕплентĕмĕр. Виçĕ чĕлхе пĕлнине кура чăвашла вĕренеймĕп-и? – терĕм. Кÿршĕ карчăкĕсем вĕрентрĕç чăвашла калаçма: Якраç, Матÿк тата Альтук аппасем. Хăш чухне пурте чăвашла калаçатчĕç, ăнланманран кăмака хыçне кĕрсе макăрса илеттĕм. Тавах ватăсене, тăвансене ăс панăшăн, — пуçне тайса тав тăвать ял-йыша Нина Павловна.
Вăл Чугун çул çинче те, вулавăшра та, ял администрацийĕнче те ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Унăн виçĕ ывăл, 9 мăнук, кĕçĕн 6 мăнук — çакă мар-и вара чи пысăк телей, чи пысăк пуянлăх?
— Чăваш Ене чунтан юрататăп. Çут çанталăкĕ мĕне тăрать, халăх туслă кунта. Нумаях пулмасть хам çуралнă яла Казахстан Республикине кайса килтĕм. Ялăм пушанса юлнă, ĕç çуккипе тăвансем те куçса кайнă. Чун каяллах, Чăваш Енех питĕ васкатрĕ, — кăмăлпа вĕçлерĕ аса илĕвĕсене нумай чĕлхе пĕлекен Нина Фомина.
Вăл тем те çыхать, тутлă апат пĕçерме ăста. Чăвашла вара вырăнти чăваш арăмĕ пекех илемлĕ те таса пуплет.
Елена ЕГОРОВА