Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Пирĕн те масар çинче хăтлă çурт

Пирĕн те масар çинче хăтлă çурт

Çывăх çынсем пирĕнтен ĕмĕрлĕхех хăçан уйрăлса каяссине никам та пĕлмест. Вĕсене çулталăк çаврăмĕпех юлашки çула ăсатасси пулать. Шалкăм çумăр айĕнче, шартлама сивĕре е касса вĕрекен çил çинче шăтăк чавакансене Турă тÿсĕм патăр. Масар çинче кĕрсе ăшăнмалли çурт пулмасан кун каçипе шăнса пăсăласси те çавăнтах.

Иртнĕ канмалли кунсенче Яманкасси ялĕн масарĕнче пысăк субботник пулчĕ. Ял халăхĕ çулсем иртнĕ май кивелсе лапчăннă пĕчĕк масар çуртне пăсса тирпейлерĕ. Арçынсем çурт пĕренисене туххăмрах сÿтсе пĕр купана пуçтарчĕç. Вĕсене çитес субботникра çĕнĕ çуртра çунтарма вутта касса сиплĕç. Хĕрарăмсем те айккинче юлмарĕç, çÿп-çапа пуçтарса трактор прицепĕ çине тиерĕç, çурт тавра иртнĕ вĕтлĕх йывăç хунавĕсене ятарлă вырăна сĕтĕрчĕç.
Кивелнĕ çурта мĕн сăлтавпа пăснине ăнкартăр пулĕ. Кăçал масарта çĕнĕ пÿрт лартнă. Çак сăвап- лă ĕçе вырăнти пуçару мелĕпе пурнăçланă. Подрядчик, «Строй-Сфера» тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсем, хăй çине илнĕ ĕçе пахалăхлă тата срокчен чылай маларах пурнăçларĕ. Халĕ çынна юлашки çула ăсатма килнисене сивĕре кĕрсе ăшăнма тата масар çинченех асăнса кайма хăтлă вырăн пур.
Çак кунсенче çакнашкал хăтлă масар пÿрчĕсем Кивĕ Шелттем тата Маяк ялĕсенче те хута каймалла. Вырăнти пуçару мелĕпе кăçал районта пĕтĕмпе аллă ытла проект пурнăçа кĕнĕ, тĕрлĕ ялта урам хушшинчи çулсем якалнă, ача-пăча лапамĕсем йĕркеленнĕ, кÿлĕсем çÿп-çапран тасалнă, асăну вырăнĕсем йĕркене кĕнĕ тата ытти те.
Вырăнтан пуçарупа тухакансене патшалăх хăй енчен яланах пулăшма хатĕр. Эпир те, Яманкасси ялĕнче пурăнакансем, çак ырă пулăма хамăр çинче туйса илме пултартăмăр. Ытти ялсенче пурăнакансене те хăвăр енчен хастарлăх кăтартма чĕнсе калатпăр. Хамăр енчен вара çакнашкал сăваплă проекта пурнăçа кĕртме май килнишĕн республика, район ертÿлĕхне тата вырăнти пуçлăхсене тав тăватпăр.

Артемий МЯСНИКОВ
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code