Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Йĕрке хуралĕнче — 100 çул

Йĕрке хуралĕнче — 100 çул

Çулсерен, чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче, участковăйсен кунне паллă тăваççĕ. Палăртнă кун, шăпах çĕр çул каялла, РСФСРăн шалти ĕçсен халăх комиссариачĕ участковăй надзирателĕн инструкцине çирĕплетнĕ пулнă. Çак нормăпа право докуменчĕ Раççей милицийĕнчи участковăйсен институтне йĕркелесе яма пулăшнă.

Хальхи вăхăтра çĕршыври хуласемпе округсен шалти ĕçсен пайĕсенче 50 пин ытла участковăй тăрăшать. Вĕсем общество хăрушсăрлăхĕпе тата криминалпа çыхăннă чылай преступление уçса пама пулăшаççĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче профилактика учетĕнче тăракан çынсемпе хутшăнăва кĕреççĕ, халăх хушшинче пулса вĕсен лăпкăлăхне сыхласа хăварма тăрăшаççĕ.

Канаш тăрăхĕнче çак тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракан участковăйсем çинчен хаçатăн иртнĕ кăларăмĕнче çырса кăтартнăччĕ. Паян районти шалти ĕçсен пайĕ йĕркеленнĕ тапхăрта ĕçленĕ йĕрке хуралçисемпе паллаштарас терĕмĕр. Сăн ÿкерчĕк çинчи туслă йышран çурри участковăй пулса вăй хунă. Вĕсем халĕ пурте тивĕçлĕ канура, кашни хăйсен ĕç вырăнĕнче пысăк хисеп çĕнсе илнĕ.

Участковăйсене уяв ячĕпе саламлатпăр, йĕрке хуралĕнче — лăпкăлăх, çынсем хушшинче вара ăнланулăх сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *