Четверг, 12 декабря, 2024
Главная > Публикации > Тата нумай ҫул пурӑн, Гроня аппа

Тата нумай ҫул пурӑн, Гроня аппа

Яманкассинче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Гроня Алексеевна Галкина 90 ҫул тултарчӗ.

Ачисем, тӑван-пӗтенӗ Гроня Алексеевнӑна саламлама шӑматкун, ноябрӗн 11-мӗшӗнче, кӗрекене пуҫтарӑнчӗ. Сумлӑ юбилей ячӗпе саламлакансем йышлӑ пулчӗҫ. Сиккасси культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем илемлӗ юрӑсем юрласа хӑнасене савӑнтарчӗҫ.

Гроня Алексеевна «вӑрҫӑ ачисен» йышӗнчен, тӑлӑх ӳснӗ. Ашшӗ вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ. Ҫавӑнпах мӗн пӗчӗкрен йывӑр ӗҫе кӳлӗннӗ. Амӑшӗшӗн тӗревӗ, йапӑнӑҫ кӳрекенӗ те вӑлах пулнӑ.

Гроня аппа мӑшӑрӗпе ҫичӗ ачана ҫутӑ кун пилленӗ. Анчах мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫав тери кӗске килсе тухнӑ. Упӑшки, Николай Григорьевич, пурнӑҫран питӗ ир уйрӑлса кайнӑ. Темле йывӑр пулсан та хӗрарӑм пуҫ усман, ачисене пӗчченех пӑхса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ҫирӗп тӑратнӑ. Вӗсем пурте пултаруллӑ, ҫав тери ӗҫчен, вашават. Кашниех ҫирӗп хуҫалӑх тытать. Хӗрӗсем –Галина, Людмила, Светлана, Нина – ҫемйи- семпе юратнӑ амӑшӗ патне тӑтӑшах килсе ҫуреҫҫӗ. Гроня аппа ывӑлӗн Александрӑн ҫемйипе пурӑнать. Кинӗ Зинаида уншӑн хӗрӗ вырӑннех. Шел, тепӗр икӗ ывӑлӗн, Петрпа Валерин, шӑписем сарӑмсӑр килсе тухнӑ.

Гроня Алексеевна пӗтӗм йывӑрлӑха ҫирӗппӗн тӳссе ирттернӗ. 90 ҫулта пулин те тӑнӗ ҫивӗч, иртнисене йӑлтах астӑвать, пурне те паллать. «Куҫ курмасан та ҫынна сассинчен уйӑратӑп», – тет. Йышлӑ мӑнукӗ те асламӑшӗ-кукамӑшӗ ҫумӗнче тӑтӑшах. Вӗсем те шутсӑр маттур, ӗҫчен, ларма-тӑма пӗлмен ҫамрӑксем. Пӗри-тепринчен маттур. Мӗн калӑн, чӑннипех те лайӑх, хисеплӗ Галкинсен йӑхӗ. Ҫак пархатарсен никӗсӗ вара – Гроня Алексеевна.

Гроня аппа, тата нумай ҫул пурӑн эсӗ, 95 ҫула та, 100 ҫула та ҫит. Сывлӑх пултӑр санӑн!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *