«Канаш ен» хаçатпа тачă çыхăну тытнă май хамăр тăрăхри ялсенче пурăнакан çынсем пирки питĕ çырас килет. Кĕçех Аннесен кунĕ çывхарать. Çепĕç чунлă та ырă кăмăллă аннерен пахи кам пур-ши? Çавăн пек аннесенчен пĕри вăл – Шуркасси ялĕнче пурăнакан Валентина Николаевна Семенова.
Валентина Николаевна чугун çул хĕрринче, вăрман варринче ларакан Çĕне Шăхаль ялĕнче çуралнă. Вĕсем сакăр пĕртăван ÿснĕ. Валюш – вăтам ачи пулнă. Ашшĕ ăста, пур енĕпе те пултаруллă, матур çын пулнă. Платник ĕçĕпе ĕçленĕ, кăçатă йăваланă, кăмака тунă, çĕвĕç ĕçне те пултарнă. Амăшĕ ырă кăмăллă, ăшă туйăмлă пулнипе палăрнă, илемлĕ юрлама пĕлнĕ. Анчах та çамрăклах çĕре кĕнĕ. Кил хуçалăхри ĕç ачасем çине куçнă. Ашшĕ вĕсене пур ĕçе те вĕрентме тăрăшнă.
Валюша ашшĕ питĕ юрат-нă. Пур ĕç патне те алли пынăран, тен, вăл яланах ашшĕ çумĕнче ĕçленĕрен. Вĕсен килĕнче ĕне, сурăх, качака нумай усранă. Пахча-çимĕç, купăста нумай ÿстернĕ. Ачаранах ĕç патне туртăннă Валюш инке ашшĕпе пĕрле платник ĕçне ĕçленĕ, кăçатă йăвалама вĕреннĕ, сурăх çăмне арласа алсиш-нуски çыхнă.
Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти пекарньăра пекарьте ĕçленĕ, хулари тата Шуркасси шкулĕсенчи столовăйсенче ачасем валли апат пĕçернĕ, техничкăра вăй хунă.
Валентина 21 çула çитсен Шуркасси каччипе паллашнă. Анатолий Ивановичпа пĕрлешсе çемье çаварнă. Пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Мăшăрĕ Читара 6 çул службăра тăнă. Анатолий Семенов кашнине яланах пулăшма хатĕр ырă кăмăллă çын пулнă. Электрика енĕпе лайăх ăнланнă. Шел пулин те çамрăкла çĕре кĕнĕ. Арçын ĕçĕсем пĕтĕмпех хĕрарăм çине тиеннĕ.
Ĕçе вĕренни çемьеллĕ пулсан питĕ пулăшса пынă. Ачисене килте çăматă туса тăхăнтарнă. Чи юратнă ĕçĕ вара – çыхасси. Кивĕ кофтăсене сÿтсе çăм çиппипе пĕрлештерет те тĕрлĕ камаш, кофта, калпак, юбка перчетке çыхма ларать. Ялти кÿршĕсене, тăванĕсене кĕпе çĕлесе парать. Туя кайма кĕске вăхăтра ултă кĕпе çĕлени те пулнă.
Хĕрĕсем ура çине тăрса çемьеллĕ пулнă, тахçанах анне тата кукамай ятне илтнĕ. Алина медицина енĕпе вĕренсе тухнă, Наташа – повар, Люда – швея, дизайнер.
Вĕсем пурте амăшĕнчен çĕлеме вĕреннĕ. Шел, ывăлĕ Сергей сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Çак хуйхă амăшĕн чĕрине самаях амантса хăварнă. Анчах пурнăç çулĕ малалла шăвать. Пурăнмалла, хуçăлмалла мар, ураран ÿкмелле мар.
Валюш инке (юратса çапла чĕнетпĕр эпир ăна) ялти вулавăшра иртекен мероприятисене тăтăшах хутшăнать. ĕлĕкхи йăла-йĕрке çинчен шкулта вĕренекенсене каласа парать, мастер-классем кăтартать.
Пилĕк çул каялла Шуркасси клубĕ çумĕнче «Аслут» ушкăн йĕркеленчĕ. Валентина çак ушкăна юрлама çÿрет. Елĕкхи юрăсем юрласа куракансене савăнтарать. Иртнĕ çул Шупашкарта регионсем хушшинчи Гаврил Федоров ячĕллĕ «Авалхи юрăсен сасси» фестиваль-конкурс иртрĕ, унта вăл 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Хĕрĕ Людмила пирки те виç сăмах каласа хăварас килет. Вăл кĕпе-тумтир çĕленĕ çĕрте ĕçлет. «Аслут» ушкăн купăсçисем валли хăй ячĕпе чăваш кĕписем çĕлесе парнелерĕ. Куншăн ăна чĕререн тав сăмахĕ калас килет.
«Анне клуба çÿресен çуталсах каять. Киле çитсен те кăмăлĕ уçă, юрласа кăна çÿрет», – тет амăшĕпе тĕп килте пурăнакан хĕрĕ Людмила. Пурте хăйсен амăшĕсене çавăн пек клуба çÿреме хистесех тăрсан-и! Эх! Клуб паянхи кун ĕлĕкхи пекех кĕрлесе кăна тăратчĕ пулĕ.
Валентина Николаевнан ултă мăнук тата икĕ кĕçĕн мăнук. Кĕçĕн мăнукĕ Владислав баян, гитара калама вĕренме ятарлă шкула çÿрет. Клубра иртекен мероприятисене хутшăнать. Пултарулăхĕпе пире савăнтарать. Эпир Валюш инкене иртсе кайнă çуралнă кун тата çитсе пыракан Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Малалла та çавăн пекех хастар, пултаруллă пулма çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.
Людмала Филиппова,
Шуркасси