Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Тĕллевлĕ Наци проекчĕпехарăсах виçĕ ФАП хута кайрĕ

Тĕллевлĕ Наци проекчĕпехарăсах виçĕ ФАП хута кайрĕ

Юнкун Канашри муниципаллă округăн виçĕ ялĕнче — Çĕнĕ Шелттемре, Сителте тата Малти Тукайĕнче харăсах виçĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Çĕнĕ сиплев çурчĕсене çĕршыври «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕклеме май килнĕ.

ФАПсене савăнăçлă лару-тăрура уçма муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов, округри тĕп больницăн тĕп врачĕ Сергей Шерне тата ял-йыш хутшăнчĕ. Вĕсем хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн сиплев учрежденийĕпе, унта вырнаçтарнă медицинăн хальхи йышши хатĕрĕсемпе паллашрĕç. Фельдшерсем çав кунах пациентсем валли прием та йĕркелерĕç.

Палăртса хăварар, кашни ФАПăн строительстви валли бюджетран çичĕ миллион ытла тенкĕ укçа уйăрнă. Çуртра пациентсене йышăнма уйрăм пÿлĕм пăхса хăварнă, процедурăсене ятарлă кабинетра туса ирттереççĕ. Пÿлĕмсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ, интернетпа çыхăнма пулăшакан компьютер вырнаçтарнă. ФАПра видеосăнав ĕçлет.

Пĕлме, Канаш тăрăхĕнче пĕтĕмпе 53 фельдшерпа акушер пункчĕ. Вĕсенчен 34-ĕшне тĕпрен çĕнетнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле тепĕр иккĕшĕ Вырăскас Пикших тата Кивĕ Шелттем ялĕсенче хута каймалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *