Воскресенье, 19 мая, 2024
Главная > Публикации > Вăрçă паттăрĕсĕм – ĕмĕр хисепре

Вăрçă паттăрĕсĕм – ĕмĕр хисепре

«Тăван çĕршыв — тăван аннемĕр пире вăрçа кĕме чĕнет. «Пĕр хĕрхенмесĕр ачасемĕр, тĕп тăвăр», — тет фашистсене». Владимир Бараев çырнă сăвă йĕркисем паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмаççĕ.

Этемлĕх историйĕнче вăрçăпа палăрса юлнă тапхăр сахал мар. Пĕрремĕш тĕнче, граждан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, паянхи кун та ятарлă çар операцийĕ иртнипе палăрса тăрать. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем çĕр çинче мирлĕ пурнăç пултăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Çак ĕçре кашни салтак паттăр. Кашни салтак мухтава тивĕçлĕ.

Раççейре Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн çĕршыв хÿтĕлевçисен пархатарлă ĕçне хаклас, вĕсене пулăшас, паттăрлăхне ĕмĕрлĕхех историе кĕртсе хăварас тĕлĕшпе «Верни герою имя» акци иртет. Унта Çĕнĕ Чалкасси тăрăхĕнче пурăнакансем те хастар хутшăнчĕç. Вăрçăра пуç хунă салтаксен ячĕпе лартнă палăксен таврашĕнче субботниксемпе воскересниксем туса ирттерчĕç.

Вулавăш ертÿçисем Татьяна Андреевапа Татьяна Назарова пуçарнипе тĕрлĕ вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă çар çыннисемпе Çĕнĕ Чалкасси клубĕнче тĕлпулу ирттерчĕç. Ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелеме культура ĕçченĕсемпе пĕрле шкул коллективĕ те чылай тăрăшрĕ.

Клубра Иккĕмĕш Хурамал паттăрĕсем пулчĕç: Валерий Зиновьевич Прокопьев, Евгений Николаевич Леонтьев, Андрей Сергеевич Андреев, Сергей Александрович Петров.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн нумай вăхăта тăсăлнă хирĕç-тăруран пĕри — Афганистан вăрçи. Совет салтакĕсем çак вăрçăра 1979 çултан пуçласа 1989 çулччен пулнă. Çак йышра Иккĕмĕш Хурамал каччи Валерий Прокопьев та хăйĕн паттăрлăхĕпе палăрнă. Вăл 1982 çултан пуçласа 1984 çулччен Афган çĕрĕ çинче пулнă, чылай наградăна тивĕçнĕ.

Афган çĕрĕ çинчен чĕрĕ-сывă таврăннă ентешĕмĕр унта тÿссе ирттернĕ терт-нушана нихăçан та манаймĕ. Инçетри сăртлă-туллă çĕршыв ĕмĕр асра юлĕ. Тăван тăрăха килсен Валерий Зиновьевич «Родина» хуçалăхра тракторист пулса ĕçленĕ. Халĕ ветеран тивĕçлĕ канура, ялта пурăнать.

Евгений Леонтьев Чечен вăрçин ветеранĕ. Хĕсметре 2003-2005 çулсенче пулнă. Çав тапхăрта Çурçĕр Кавказра иртекен çапăçусене хутшăннă. Вăрçă çулĕсене ĕнерхи салтак аса илесшĕнех пулмарĕ, пĕр сăмахпа кăна: «Хăрушă», — тесе пĕлтерчĕ. Вăрçăра вăл наводчик пулнă. Унăн та кăкăрĕ умĕнче чылай награда. Салтакран таврăнсан Евгений Николаевич Сургутра тракторист пулса ĕçленĕ, тĕрлĕ стройкăра вăй-хунă. Халĕ тăван килте ашшĕ-амăшĕпе пурăнать.

Андрей Андреев 2015-2018 çулсенче Сири çĕршывĕнчи çапăçусене хутшăннă. Шанчăклă салтака яваплă заданисем пурнăçлама шаннă. Çарти службине тĕрлĕ наградăпа палăртнă. Хальхи вăхăтра Андрей Сергеевич Шупашкарта «Акконд» фабрикăра водитель пулса ĕçлет.

Сергей Петров ятарлă çар операцине хутшăннă салтак. Вăл Донецк Республикинчи çапăçусене хутшăннă. Нумаях пулмасть Сергей çапăçу хирĕнче йывăр аманнă, Хусанти госпитальте сипленнĕ. Халĕ тăван тăрăхра вăй илет. Унăн та наградăсем сахал мар.

Культура ĕçченĕсемпе шкул ачисем клуба пуçтарăннă хăнасене илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕн Лидия Яковлеван хăй çырнă сăввисене залра ларакансем пысăк тимлĕхпе итлерĕç.

Çав кун винтовкăна хăвăрт салатса пуçтарассипе те конкурс иртрĕ. Ку енĕпе Станислав Яков- левпа Александр Герасимов (8-мĕш классем) тата Дарина Назарова (9-мĕш класс) пысăк ăсталăх кăтартрĕç.

Çавăн пекех Çĕнĕ Чалкасси территори пайĕн ертÿçи Юрий Павлов, Елена Владимирова депутат, шкул директорĕ Татьяна Яковлева тата ветерансен канашĕн ертÿçи Ольга Терентьева тухса калаçрĕç. Ветерансене вăрçăра паттăрлăх кăтарт- нăшăн тав турĕç, ырлăх-сывлăх, телей тата ăнăçу сунчĕç.

Тĕлпулу ăшшăн иртрĕ. Асăнмалăх пĕрле сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Эпир çĕршыв хÿтĕлевçисен мухтавлă ĕçне нихăçан та манмăпăр, вĕсем пирĕншĕн яланах хисепре пулĕç.

Ольга ТЕРЕНТЬЕВА,

Çĕнĕ Чалкассинчи ветерансен канашĕн ертÿçи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *